Муниципальное бюджетное дошкольное образовательное учреждение
«Первомайский детский сад «Шуçăм» Батыревского района Чувашской Республики
Утверждаю: Заведующий МБДОУ
«Первомайский детский сад
«Шуçăм» Батыревского района
Чувашской Республики
_____________Н.А.Емельянова
Приказ №_______________
от « ___» __________2018года
Капăр чăрăш айĕнче.
Выполнила воспитатель
Лапшина Н. А.
Первомайское 2018 г.
Юрă «В лесу родилась елочка»
Алăка шаккаҫҫĕ. Ҫыру параҫҫĕ .
Воспитатель. Ҫырăва Хĕл Мучи ҫырнă. Мĕн ҫырать- ха вăл? Эпĕ сирĕн уява ĕлкĕреймерĕм, путса лартăм. Мĕн тумалла, ачасем? Кам пирĕн елка ҫинчи фонариксем ҫутать? Кам пирĕнпе ташлать?
« Асамлă чечек ярса паратăп, вăл пĕтĕм ĕмĕтсене пурнăҫлать? (Посылкăран хутран тунă чечеке кăларать те елка ҫине ҫакса хурать).
Воспитатель. Ачасем, атьăр ҫакă хитре, асамлă чечеке елка ҫинчи фонариксене ҫутатма ыйтатпăр
( Пурте чечек ҫине пăхаҫҫĕ. Ҫв вăхăтра зала вăрттăн Баба яга кĕрет те елка айне пытанса ларать.
Ачасем. Елка ҫутăл /3 хут (ҫутăлать). Татах сӳнет.
Баба яга чечеке тем калать те ҫутăсем сунеҫҫĕ.
Воспитатель.( Баба ягана алăран ярса тытать).
Эсĕ тата кам пулатăн?
Баба яга. Эпĕ баба яга. Эпĕ елка ҫумĕпе утса пынăчух хитре чечеке курах кайрăм. Ҫывăхрах пырса пăхас килчĕ ун ҫине. Пĕр-икĕ ĕмĕте пурнăҫлама ыйтасшăнччĕ. Сире юрать те мана юрамасть и вара!
Воспитатель. Малтан пирĕнпе ташла-ха.
Ташă « Барбарики»
Ачасем , ирĕк паратпăр и ĕмĕ тне пурнăҫлама.
Ачасем. Ирĕк паратпăр!
Ҫил- тăвăл кăларать
Баба яга. Пĕтĕм тавра юрпа витĕнтĕр. Вăрмансем, уй-хирсем, ялсем хуласем( елка йĕри тавра юр пĕрчисем сапать).
Воспитатель. Мĕн тăватăн , эсĕ. Елкăна йĕри тавра юрпа витрĕн, утса ҫӳреме те ҫук.
(елка айĕнчи шăпăра тытать те сулкалашма пуҫлать)
Тытам ха эпĕ шăпăра
Шăлса пăрахатăп елкăра!
Теттесене ҫĕмĕреп
Сире хăваласа ярап!
Ачасене елка йĕри тавра хăвалама пуҫлать.
Питĕ хытă хăваларăм
Никама та тытаймарăм ( чечек ҫине пăхса калать)
Елка ҫинчи йĕпписем
Тăкăнччĕр веҫ урайне
Елка ҫинчи ҫутăсем
Ҫĕмĕрĕлччĕр пĕтĕмпе!
Воспитатель. Баба яга, намăс мар- и сана! Пирĕн ачасем пурте маттур, итлеҫҫĕ, эсĕ вара итлеместĕн, усал ĕҫсем ҫеҫ тăвасшăн.( Ачасем юр чăмаккисем ывăтаҫҫĕ).
Баба яга. Ой, хăратăп, ой, хăратăп.
Ҫитет, ҫитет эп чарăнатăп!
Усал ĕҫсем тек тумастăп!
Лайăхпа ҫеҫ палăратăп!
Атьăр ха , тепĕр ташă ташлар.
Ташă «Маленькой елочке холодно зимой»
(тарăхса калать). Чечеке илсе таратăп
Тĕмсем айне пытаратă
Эп сире тарăхтаратăп
Уява тума памастăп.
Чечеке илсе тухса тарать.
Воспитатель. Мĕн тумалла , камран пулăшу ыйтмалла. Тен Х.М. те ҫитсе пырать.
Юрă «Капăр чăрăш айĕнче».
Воспитатель. Атьăр ха Х.М. чĕнсе пăхар. Хĕл Мучи ау 3хут
Хĕл Мучи кĕрет, Баба ягана воротникран ярса тытнă, сывлăх сунать.
Ку мĕнлескер тĕлĕнтермĕш?
Кам пулатăн тата ăҫтан?
Воспитатель. Ку Баба яга! Килнĕ паян ăнсăртран
Пирĕн пата вăрмантан
Усал ĕҫсем тăвать,
Ачасене хăвалать.
Баба яга. Эпĕ сире сăмах паратăп, урăх усал ĕҫсем тумастăп, каҫарăр.
Хĕл Мучи. Ачасем каҫаратпăр и?
Ачасем. Каҫаратпăр.
(Чечеке елка ҫине ҫакать, елка ҫутăлать).
Ташă « Новый год»
Баба яга. Ман валли кучченеҫ илсе килнĕ и эс х.м.
Хĕл Мучи. Кам уява хатĕрленнĕ, ҫавсене ҫеҫ паратăп. Сăвă калакансене, юрă юрлакансене, ташă ташлакансене валли кучченеҫ хатĕрлерĕм. Пирĕнпе пĕрле ташла, юрла вара сана та паратăп.
Пуҫтарăнар ҫаврашкана
Пурте харăс кар тăрса
Сăвă, юрă, ташăпа
Кĕтсе илер Ҫĕн Ҫула!
Юрă « Хĕл мучи»
Хĕл Мучи. Ну маттур та ачасем. Тепĕр ташă ташлар ха!
Ташă « Ножками топ, топ».
Ачасем сăвă калаҫҫĕ. Хĕл Мучи ачасене кучченеҫ парать.
Ташă « Пляшут зайцы»

Капар чараш айенче (19.33 KB)

