Меню
Разработки
Разработки  /  Литература  /  Мероприятия  /  10 класс  /  Ю.Скворцовăн «Уках хурăнĕ» повеçĕнчи сăнарсене классификацилесси.

Ю.Скворцовăн «Уках хурăнĕ» повеçĕнчи сăнарсене классификацилесси.

Статья на чувашском языке о произведении Ю.Скворцова «Уках хурăнĕ»
05.09.2023

Содержимое разработки

Ю.Скворцовăн «Уках хурăнĕ» повеçĕнчи сăнарсене классификацилесси.


«Çыравçă ĕçĕ вăл – çынна юратасси,

Ÿкнĕ çынра та çынлăх тивĕçне вăратасси.

Ухмах тенĕ çынра та ăс курасси,

Кашни çынра пархатар тупасси..!»


Муркаш районĕнче Панклири историпе краеведении музейĕнче Ю.Скворцова халалланă стендра çакăн пек унăн асамлă та ырă канашлă сăмахĕсем вырнаçăннă.



Ю.И.Скворцов Муркаш районĕнчи Хурăнкасси ялĕнче 1932 çулта çуралнă. Пурнăç çулĕ йывăрлăхран татăк тăман. Ача пĕве кĕрсе çитес тĕлелле хаяр вăрçă алхаса пуçлать; çемьере тăватă ача. Вăл та каярахпа саланать, пулас сăмах ăстин ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕринпе килĕшÿ тупса пĕтереймеççĕ.Çакă кăна çителĕксĕр-ха: ачисенчен уйрăлас килменрен пĕчĕккисен йышне аслисем çурмалла пайлаççĕ. Аслисем ашшĕпе Патăрьел районĕнчи Арапуçне каяççĕ, кĕçĕннисем – амăшĕпе юлаççĕ. Тăван çĕршыва фашистсем хыптарнă вут Юрăна та пырса тиветех: ĕçме -çиме çитмест, çие тăхăнмалли енчен те хĕсĕкрех. Нимĕçсем пуç чиккĕн тăратнă тĕнче ахрăмĕ кайран «Уках хурăнĕ» повеçре аван ÿкерĕнет.

Мĕнпе паха-ши çак чăннипех талантлă, тĕлĕнмелле ăста çырнă хайлав? Сăнлăх - сăнарăн символа туллилĕхĕпе, нумай пĕлтерĕшлĕхĕпе пулĕ. Мĕн çинчен «калать-ши» хайлав? Вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăх çинчен, тен? Чăнах та, халăх самай нуша тÿсет, çынсем йывăр ĕçпе хуçăлса, хĕне кайса вилеççĕ, арçынсем вăрçă шарне тÿсеççĕ, ялти лару-тăру- кăткăс та тертлĕ. Çапах та вăрçă- харçă терчĕ ку повеçре пулăшу пĕлтерĕшлĕ пулăм кăна, идея чылай тарăнрах, аслăрах. Символсем никĕсре тăни хăех систерет-халăх, наци, чăваш, этем кун- çулĕсем ÿкĕç тĕпе, ÿкеççĕ те.


Виçĕ хĕр-тантăш.



Укахви.

17 çулхи хĕр. Тĕлĕнмелле ĕçчен, сăпайлă, кăмăллă, , сăнĕ- пуçĕпе те питĕ илемлĕ, темле каччă чĕрине те самантрах вут хыптарма пултарĕ. Ĕç тесен – лара-тăра пĕлмест. Кăвак çутăллах вăранса никам хире тухиччен вăл унта чи малтан çитсе тем чуль ĕçлеме ĕлкĕрет. Юлташĕсем те, амăшĕ те тĕлĕнеççĕ. Тăван тавралăх ÿншăн - чун уççи, пурнăç илемĕ. Ялтан пĕр эрнелĕх 7-8 çухрăма çул юсама кайсан та, виçĕ кунлăх Вăрнара, Çĕмĕрлене, Етĕрнене кантăр е тырă леçме кайсан та тăван тавралăхшăн чунĕ тунсăхласа çитет. Унран уйрăлса кайнă чух - кунта чун савни тăлăх тăрса юлнăнах ăш çунать…Укахвин чи çывăх тусĕсем – вăрман, хирсемпе улăхсем. Укахвие чи çывăх тусĕсемсĕр - тавралăхăр – ăнланаймăн çав, вăл Коля каччăна ăшĕнче вăрттăн , никама систермесĕр тем пекех юратнă. Анчах унăн телейĕн малашлăхĕ пулаймарĕ. Иванов облаçĕнчи шывлă-лачакаллă вырăнтах вăрçă вăхăтĕнче торф кăларнă чухне шăнса пăсăлни Укахвие ĕмĕрлĕхех çапса хуçрĕ. Укахви çамрăклах хĕне кайса çĕре кĕнĕ.

Ольга 17 çулхи хĕр, Хветли – 18 . Укахвин çывăх юлташĕсем. Ача чухне те , ÿссе çитсен те яланах пĕрле: вăйăра та, ĕçре те, ытти чухне те.. вĕсем те Укахвирен юлмаççĕ. Анчах та автор Укахвие çапах та вĕсенчен уйăрсарах юратать, кăмăллать. Нушине те пĕрлех тÿсеççе, савăнăçĕпе хуйхине те пĕрлех пайлаççĕ. Анчах пурнăç çулĕ çак икĕ хĕр тантăшăн Укахвирен вăрăмрах, телейлĕрех.







Коля каччă.

Çав тери сăпайлă, вăтанчăк каччă. Укахвие чунтан юратать. Ăста ÿкерет. Ахальтен мар повеçре автор Коля Укахвие колхозра утă çулнă чухне канма ларсан вăрттăн сăнаса унăн портретне ÿкерсе хунă пирки çырса кăтартать. Алли-ури çыпăçуллă:Укахвие самантрах çава юсаса парать. Вăрттăн сăнать, юратать Коля Укахвие. Хĕрпе каччă хушшинчи вăрттăн юрату пĕр-пĕринчен ĕмĕрлĕхех уйрăлнă самантра çиеле тухать. Кольăна вăрçа кайма повестка тыттараççĕ…

Икĕ юратнă чун пĕр-пĕрне тек кураймаççĕ. Коля салтакран килнĕ çĕре Укахви вилнĕ, тăван ялне çитеспе Укахви вырăнне ăна Уках вил тăпри çинче ларакан хурăн кĕтсе илет…




Ума лартнă тĕллеве пурнăçлас тесе чылай çĕре çитме тиврĕ: Шупашкар хули – Муркаш – Панкли. Чи малтанхи тĕл пулу Ю.Скворцовпа ачаран пĕрле выляса ÿснĕ тантăшĕпе Николай Лукич Яковлевпа пулчĕ. Н.Л.Яковлев – манăн ентеш, Муркаш районĕнчи Ю.Скворцовпа пĕр ялта- Хурăнкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн ячĕ Чăваш Республикинче анчах мар, çĕршывĕпех паллă: чаплă художник, ăста карикатурист, спортсмен, марафонец, «Сурăм çăлтăрĕсем», «Тернистый путь художника» кĕнекесен авторĕ. Паянхи кун Николай Лукич 83 çулта. Шупашкарта пурăнать. Çулĕсем пур пулин те хваттерте лармасть вăл: паян унта чĕннĕ ăна, ыран татах такам патне каймалла. Ялан ĕçре…

Унпа пĕрремĕш хут тĕл пулсанах кăмăла кайрĕ вăл: сăпайлă, тирпейлĕ, ăслă сăмах ăсти. Хам мĕн çăмăлпа килнине пĕлтерсен мана хаваспах пулăшма пулчĕ. «Уках хурăнĕ» повесть истроийĕ, унти сăнарсене автор чăн пурнăçран илни çинчен акă еплерех каласа пачĕ:

«Уках хуранĕ» повеçре Уках, Ольга тата Хĕветли хĕр сăнарĕсем пур. Вĕсене пурнăçранах илнĕ Юра. Коля каччă сăнарĕ чылай вырăн йышăнать. Ку сăнара тĕпрен манран илнĕ. Эпир тăватсăмăр та Хурăнкассинчен, Юрăн тăван ялĕнчен. Повеçре Коля тыткăнра пулнă, вăрçăра «Хĕрлĕ Çăлтăр» орден илнĕ. Кунта автор художество енчен ăсталаса ман сăнара «пуянлатнă». Эпĕ тыткăнра пулман, орден та илмен. Укахви 1949 çултах чирлесе вилчĕ. Паян куна Ольга тата эпĕ пурăнатпăр. Хĕветли, аллăмĕш çулсенче Мускава вербовкăпа ĕçлеме тухса кайнăскер, виçĕм çул виличченех унта пурăнчĕ. Укахвипе Ольга- манн тантăшсем. Хĕветли пĕр çул аслăрах, 1924 çулта çуралнă. Ольга халĕ пенсионерка Шупашкарта пурăнать. Вăрçă вăхăтĕнче колхоз бригадирĕ те, кладовщик та, сĕт-çу пухакан агент та пулса ĕçленĕ вăл.

Пирĕн вăрçăран сывă юлнисен, кайран та хĕсметре чылай тăмалла пулчĕ. Çичĕ çул та пилĕк уйăх пурăнтăм салтакра. 1948 çулхи çу уйăхĕнче манна Грузирен тăван яла отпуска ячĕç.Çитсен тепĕр куне анне манна:

- Санăн тантăшу Укахви питĕ йывăр чирлĕ выртать, кайса кур, ачам, - терĕ. Эпĕ каçалапа хамăртан икĕ çурт урлă анаталла пурăнакан Александр Лазаревич хĕрĕ Укахви патне кайрăм. Вăл чăнах та урам енчи чÿрече умĕнче кивĕ сăхмансем саркаланă хыт тенкел çинче чирлĕ выртать. Сăнĕ шуралнă кăна мар, хуралнă путса ларнă куçĕ манн çине, кĕрнеклĕ салтак çине пăхса шывланчĕ.

-Пичче манăн, Микулай, таврăнаймарĕ вăрçăран, эсĕ хăть, Коля, сывă юлтăн, вăхăт çитсен службăна татса килĕн,- терĕ Укахви, аран- аран тăрса ларса. Начарланса типшĕнсех кайнă вăл, çăм нуски тăхăннă урисем çинçелнĕ,тенкел çинчен патак пек çакăнса тăрççĕ.

-Иваново облаçĕнчи шывлă- лачакаллă вырăнсенче вăрçă вăхăтĕнче торф кăларса пурăнтăмăр. Юрлă- çумăрлă çанталăкра, шартлама сивĕсенче ĕçлеме лекрĕ. Çирĕп план паратчĕç, пурнăçлас пулать. Выçăпа пайтах ĕçленĕ. Мĕн кăна тÿсмерĕмĕр пулĕ. Пирĕн, çăпаталлă чăваш хĕрĕсен, урасем витĕр йĕпенсе кÿтсе каятчĕç, ĕç хыççăн бараксене аран –аран çитеттĕмĕр. Ир панă 400-500 грам çăкăра ирех çисе янă, кунĕпе выçă, выçах килсе выртаттăмăр, йĕпеннĕ тăласене хамăр айра типĕтеттĕмĕр. Хĕветли, акă, чирлемерĕ, сывах таврăнчĕ. Ман телей «хура» пулчĕ, эпĕ чирлесе хĕне кайрăм, пĕр шăмă та сурса ыратманни çук, чĕрĕлейместĕп пулĕ ĕнтĕ…

-Чĕрĕлен- юсанан пулĕ-ха, Укахви, çавна шан, йăпататăп ăна. Ăшăмра урăх шухăш: «Юсанаймасть вăл, пĕтсех çитнĕ». Чăтаймарăм, тарăннăн хурлантăм, ăш-чик капланчĕ, куççулĕ талпăнса тухрĕ. Çăмăл пулмарĕ мана унпа уйрăлма. Вĕри куççульпе кĕтсе илчĕ, çавăнпах ăсатса ячĕ.

Отпускран чаçе таврăнсан тепĕр çулне йăмăксем: «Укахви вилнĕ, пытартăмăр», -тесе çырса пĕлтерчĕç. Унăн ячĕпе ял çыннисем хурăн йăмра йывăççи лартнă, вăл халĕ пысăкланнă ĕнтĕ.

Ас тăватăп, колхоз уй- хирне пĕрле ĕçе тухсан Укахви яланах савăнăçлăччĕ, пурнăç çине шаса пăхатчĕ, шÿтлеччĕ. Тепĕр чух, тарăхтарсан, хаярлăхне хăтартатчĕ. Ак çакăн пек юлчĕç «Уках хурăнĕ повеçри Укахви, Ольга, Хĕветли сăнарĕсен шăписем ман куç умĕнче»…

Николай Лукичпа чылай калаçса ларнă май эпĕ ăна çакăн пек ыйту патăм. Ку, паллах, ман пĕлес туртăм çав тери вăйлă пулнăран .

-Николай Лукич, повеçре Укахвипе Коля пĕр- пĕрне çав тери килĕштерни çинчен çырнă автор. Сирĕн хушăра та çав туйăмсем пулнă-и вара? Кун пирки Николай Лукич акă еплерех хурав пачĕ.

-Çук. Укахвипе пирĕн хушăра нимĕнле туйăм та пулман. Автор ăна шухăшласа кăларнă паллах. Укахвин тусĕ пулнă, пулман маар. Кÿршĕ ял каччиччĕ. Ĕлĕк эпир пĕр- пĕрне юратнине çынна палăртман, çын умĕнче пĕр-пĕрне куçран пăхма та хăйман, юнашар пулма та вăтаннă. Василий Иванов ятлăччĕ- питĕ ăста гармонист.

Укахвин тусĕ- Анчăк вĕсене пĕрле пулма турри пÿрмен çав.

Калаçăва тăснă май, манăн татах тепĕр ыйту парас килчĕ. Повеçре Коля çав тери ăста ÿкерни пирки пĕлетпĕр ĕнтĕ. «Коля 9-мĕш класса каятчĕ, художник пулма ĕмĕтленетчĕ. Шкулти стена хаçачĕ ун ÿкерчĕкĕсемпе тухатчĕ… Уй-хирте ĕçлекенсем канма ларсанах вăл кĕсйинчен блокнот туртса кăларатчĕ те самантрах е тутăр çыхакан хĕрарăм пуçне, е çава çупнине ÿкерсе илетчĕ». Пĕррехинче Коля Укахви сăнне ÿкернĕ. Каснă-лартнă Укахвиех!

-Николай Лукич, Юра эсир хитре ÿкернине пĕлнĕ-им?

-Мана вăл хăй кун пирки нимĕн те каламан. Эпи рун çинчен калаçман та. Анчах мана сăнанă вăл, вăрттăн сăнанă. Тем те сисетчĕ Юра, темĕнте куратчĕ. Эпĕ хитрее ÿкернине пĕлсе, çавăн пирки вăл повеçре те чылай шухăша яракан ÿкерчĕк ÿкерттерет: Укахви ÿкерчĕкре «пĕрер çулталăк –çулталăк çурă аслăрах тухнă: кăкăрĕ те чăмăр… Çапах мĕншĕн пурăнма васкатмалла пулнă-ха художникăн Укахвие». Ку вăл- символа сăнлăх. Хĕр ĕмĕрĕ кĕске пулнине пĕлтерни ку.

Чăнах та, Николай Лукич тĕлĕнмелле ăста художник. Манна вăл уçнă музейра пулса курма тÿр килчĕ. Тĕлĕнмелле пуян музей. Николай укич пĕтĕмпех çавна хăй аллипе ăсталанă. Мĕн тĕрлĕ стенд çук пулĕ унта. Вăрçăн хăрушла ÿкерчĕкĕсем те, тылри халăх ырми- канми ĕçлени те- пурте сăнарланнă ăста художник пултарулăхĕнче. Уйрăмах вăл портретсем тума ăста. Ахальтен мар «Уках хурăнĕ» повеçре те Коля Укахви сăнне питĕ ăста кăларать.

Эпĕ Николай Лукич епле майпа художник пулса тăнине каласа пама ыйтрăм.

-Манăн ÿкересси-мĕнĕ çакăнтан пуçланчĕ пулас-ха. Паянхи пекех астăватăп, 1931 çулччĕ. Эпĕ ун чухне 6 çултаччĕ. Пĕчĕклех аслисем мĕн калаçнине тимлĕ итлеме юрататтăм. Колхозсем тунă вăхăтчĕ. Пĕррехинче аттепе анне хамăр лашана колхоза памалла пулать ĕнтĕ тесе пăшăрханса калаçса лараççĕ. Ун чухне кашни килтенех колхоза мĕн те пулин памалла пулнă. Çĕнĕ йĕркепе чылайăшĕ килĕшесшĕн пулман. Пирĕнпе юнашар Степан Кондратьев пурăнатчĕ. Вăл пирĕн пата хĕллехи каçсенче час-часах килсе ларатчĕ. Пĕррехинче килчĕ те: «Якку, ĕнтĕ лашасене патăмăр, ыран ĕнесене илсе тухса каяççĕ, ачасене мĕн çитерĕпĕр? Ăçтан сĕт тупăпăр? Тата çакна илтрĕм: часах пирĕн парăмсене те пĕрлештереççĕ- пурте усă курчăр.

Атте çакна илтсен çав тери тарăхса кайрĕ те Çтаппан пиччене хăваласа ячĕ. Вăл тухса кайсанах эпĕ кăранташ тупрăм та аннен пир тĕртмелли станокĕ çинче Çтаппан пиччене карикатура ÿкерсе хутăм… Ун хыççăн эпĕ ÿкерме пуçларăм. Шкулти стена хаçачĕсене эпĕ ÿкернĕ ÿкерчĕксем илемлетрĕç. Хĕсметре тăнă чух та ÿкернĕ эпĕ. Çартан 1950çулта таврăнсан Шупашкарта ÿнер училищине вĕренме кĕтĕм.

1954 ç. хĕлле Панкли ял советне кĕтĕм. Çанталăк питĕ сивĕччĕ . Кĕтĕм те- çуртĕнче тултинчен те сивĕ. Ял совет председателĕ Трофим Борисов кĕрĕкĕн мăн çухапи айне пулнă та- ларать. Эпĕ вара председателе: «Нивушлĕ вутă хатĕрлемен хутма?» - тесе ыйтнине хирĕç çăкăн пек хурав илтрĕм: «Кам пĕлнĕ-ха хĕл çапла сивĕ пуласса?» Çийĕнчех эпĕ çак ĕç-пуç пирки карикатура ÿкертĕм те «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцине çул тытрăм. Леонид Агаковччĕ ун чух редакцинче. Вăл ман ĕçе ырларĕ: «Вăт, шăп та лăп пире карикатурăсем кирлĕччĕ», терĕ. Манна Л. Агаков Н. Никитин патне кайса пăхма сĕнчĕ. Никитин «Йĕплĕ çăмах» кĕтес йĕркеленĕччĕ. Çапла пуçланчĕ манăн ÿкерес ĕç. Малалла эпĕ карикатурăсем, ÿкерчĕксем , иллюстрацисем тăвас ĕçе кăмăлтан туса пытăм. Чăвашсен культура министрĕ П. Капитонов манм хăй патне чĕнсе илчĕ те «Капкăн» журнала тепĕр хут йĕркелесси пирки пĕлтерчĕ. Манна вара унăн ĕхудожникĕ пулма сĕнчĕ. Пултăм эпĕ вара художник.

Николай Лукич ÿкерчĕкĕсем Чăваш Республикинчи выставкăсенче кăна мар, пĕтĕм Раççейри выставкăсенче тава тивĕçнĕ. Чăн- чăн художник, карикатурист. Пурĕ унăн ĕçĕсем 51 выставкăра халăх куç умне тухнă.

«Капкăнта» эпĕ 1956 çултан пуçласа 1985 çулччен ĕçлерĕм. Ман ĕçе Тăван çĕршыв тивĕçлипех хакларĕ: чылай грамота, парне манăн».

Тĕлĕнмелле пултаруллă Николай Лукич - «Уках хурăнĕн» геройĕ. 2006 çулта Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» издательство Н. Л. Яковлев çырнă «Сурăм çăлтăрĕсем» кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Унта автор Муркаш районĕнчи ăй çуралса ÿснĕ тавралăхри ентешĕсем пирки çырать. Ку кĕнекере Хурăнкасси (Ю. Скворцов çуралнă ял) хуçалăх историйĕ тĕп вырăнта. 13 ял çыннисем, халăх кун-çулĕ, çĕршывăмăрăн Аслă вăрçине хутшăннă ял çыннисем çинчен ку кĕнеке. «Пирĕн Сурăм енĕн маттур çыннисен ячĕсем историре ĕмĕрлĕхех юлччăр» тет Николай Лукич.

Ю.Скворцовăн «геройĕсемпе» тĕл пуласси ман вĕçленмен-ха. Николай Лукичпа иксĕмĕр Ольга Евдокимовна патне çул тытрăмăр. Вăл Шупашкарта Школьный проезд урамĕнче пурăнать .10-мĕш çурт,иккĕмĕш хваттер.

Ольга Евдокимовна Евдокимова – «Уках хурăнĕнчи» Укахви хĕр тусĕ-Ольга. Алăкран шаккасан пире тÿрех кăмăла каймалла кăвак çÿçлĕ 80-сенчи кинемей тараватлăн кĕтсе илчĕ: тирпейлĕ пĕчĕк пÿлĕм. Йĕри-тавра хăй аллипе ăсталанă чĕнтĕрлĕ япаласем кинемей хваттерне татах та илемлетеççĕ. Эпир мĕн сăлтавпа пыни пирки Ольга Евдокимовна пĕлет. Ăна ун пирки Николай Лукич шăнкăравласа пĕлтернĕ. Ольга Евдокимовна тÿрех альбом туртса кăларчĕ. Альбомăн малтанхи страницинчех-сăн ÿкерчĕк. Виççĕн лараççĕ: Ольга, Хветли, Укахви. Çак сăн ÿкерчĕке пăхса Ольга майăпен калкçу пуçларĕ. «Эпĕ 1925 ç. хресчен çемйинче çуралнă. Аттене астумастăп-эпĕ икĕ çулта чух вилнĕ. Аттерен эпир иккĕн юлнă: эпĕ тата Иван. Вара анне тепре качча кайнă. Тепĕр аттерен тват ача пулнă. Паянхи куна пурте вилсе пĕтнĕ, эпĕ кăна тăрса юлтăм. Халĕ пĕчченех пурăнатăп. Упăшкам вилни 35 çул ĕнтĕ. Ача-пăча çуратса ÿстерме турă телей пÿрмен мана. Йăмăк ачисене пăхса ÿстертĕм. Халĕ, акă пĕчченех…

Вăрçă пуçланнă çул эпĕ вун пиллĕкреччĕ. Пирĕн кил Укахвисемпе юнашарах. Эпир пĕр çултисем Укахви, Коля тата эпĕ. Хветли пирĕнтен пĕр çул аслăрахччĕ. Эпир яланах пĕрле выляттăмăр. Çитĕнерехпе сысна ферминче ĕçлерĕмĕр. Шăп çавăн чух вăрçă пуçланчĕ. Тепĕр çулне, 1942 ç. Укахвипе Хветли, Коля тăшман танкĕсем малалла ан кайччăр тесе Сăр хĕрне траншейăсем чавма кайрĕç. Çакă питĕ вăрттăн тумалли ĕç пулнă. Ун пирки калаçса çÿреме юраман. Манна траншейăсем чавнă çĕре ямарĕç-бригадира лартрĕç. 1943ç. Хветли, Укахви Иваново облаçенчи шывлă-лачакаллă вырăнта пĕтĕм вăрçă вăхăтне торф кăларса пурăнчĕç. Çавăнта ĕçленĕ чух Укахви питĕ шăннă. Шăнни ахаль иртмерĕ çав. Укахвин майăпен шăма туберкулёзĕ пуçланчĕ. Чи малтанах алли çав тери шыçса кайрĕ. Майăпен урисем ырата пуçларĕç. Эпĕ ун чухне хулара пурăнса, качча та кайнă. Эпĕ качча кайнă чух Укахви чирлĕ марччĕ. Манн туйра Укахви, унăн акăшĕ Пăлаки тата ытти хĕр тантăшсем япала леçме те пынăччĕ.

Укахви чирленине пĕлсенех яла кайрăм, тусăм патне. Йÿçкасси фельдшерне Иван Ивановича Укахвисем патне илсе кайрăм. Вăл Укахвин шыçса кайнă чавсине касса çĕрĕкне юхтарчĕ, суранне çыхса ячĕ. Анчах усси пулмарĕ. Чир чĕрре кĕчĕ… Укахви вилнĕ чух эпĕ Ялта пулман. Ăна пытарма та килеймерĕм. Халĕ яла кайсан, вилнисене асăнса çăва çине каймалла чух кашнинчех хамăн хĕр чухнехи тантăшăн вил тăприйĕ çинче пулатпăр-эпĕ те Коля та.

Мĕнлерех маттурччĕ Укахви хĕр чухне. Çав тери çивĕччĕ, ĕçченччĕ. Таçтан тухатчĕ унăн вăй-хăвачĕ… Кăмăлĕпе çав тери ырăччĕ. Анчах мĕн тăвăн-шăпи телейлĕ пулмарĕ. Йывăр тăпри çăмăл пултăр!»

Укахви ĕçченлĕхне Ю.Скворцов чылай çĕрте сăнлать. Акă, аса илер-ха. Çĕрле вăранса кайса Укахви тула тухать. Ыйхи вĕçсе каять. Вара вăл хире сĕм çĕрле тырă вырма тухса утать. Вăрманпа пынă чух хĕре çÿлевĕç тапăнать. Аран хăтăлать тискер чĕр чунтан Укахви. Çакă Укахвипе чăн-чăнах пулнă-ши тесе интереслентĕм эпĕ.

Кăна автор шухăшласа кăларнă. Чăн пулнă пулсан Укахви ун пирки пире каласа паратчех. Анчах чуна çÿçентерекен япала пирки пире вăл пĕрре каласа панăччĕ. Малти варта (çапла калаттăмăр эпир пĕр тарăн вара). Каç пулсан темле автан сассисем илтĕнеççĕ. Тискеррĕн авăтаççĕ. Çакна Укахви хăй хăлхипе илтнĕ. Пире çавăн пирки каласа парсан вăл вар патне каç пулнă чух пыма та хăраттăмăр…

Çапла пулнă Укахви - «Уках хурăнĕ» повеçри тĕп сăнар. Çакăн пек пулчĕç хайлаври геройсен шăписем.

Укахви! Автор ăна кĕсктсе Уках тет. Ятне кĕскетсе пулин те автор пире хĕр ĕмĕрĕ кĕске пуласси пирки систерет. Ята кĕскетни-ĕмĕре кĕскетни вăл.



3. Пулнă результатсем.

1. Тĕпчев ĕçĕ, ун тăрăх презентаци хатĕрленĕ.

Районти наукăпа практика “EXCELSIOR” конференцине хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăннă, грамота парса чысланă.

2. Районта ирттернĕ «Дети и книги» конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн илме тивĕç пулнă, грамота парса чысланă.

3. Республикăра ирттернĕ «Дети и книги» конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăна тивĕçлĕ пулнă, грамота парса чысланă.

4. Районта ирттернĕ «Знаменитые люди Моргаушского района» мультимедийлă презентацисен конкурсне хутшăса иккĕмĕш вырăна тухнă.


Çак ĕç ытти произведенисене тĕплĕнрех ăнланма, тишкерме, сăнарсем çине урăх куçпа пăхма пысăк витĕм кÿрессе шанас килет. Çакăн пек тĕпчев ĕçĕсем ирттерни ытти авторсен произвенденийĕсене те тĕплĕнрех тишкерме май парĕ, ачасен тавракурăмне ÿстерме пулăшĕ, кашни çын пысăках мар пулин те ĕçĕпе çĕршыва пулăшма пултарнине туйса илĕ, паянхи йывăр пурнăçра тĕрĕс-тĕкел пурăнма вĕрентсе пырасса шанатăп, мĕншĕн тесен хамăрпа юнашар пурăнакан çынсемех паттăр, кăмăл-сипетпе таса пулни питĕ витĕмлĕ тĕслĕх пулса тăрĕ. Вĕрентекенсене кулленхи шкул ĕçĕсенче пысăк пулăшу парĕ.



Проект авторĕ.

Никольская Ульяна Николаевна – Муркаш районĕнчи Юнкăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта 11 класра вĕренекен.

.





-80%
Курсы повышения квалификации

Эстетическое воспитание школьников в соответствии с требованиями ФГОС

Продолжительность 72 часа
Документ: Удостоверение о повышении квалификации
4000 руб.
800 руб.
Подробнее
Скачать разработку
Сохранить у себя:
Ю.Скворцовăн «Уках хурăнĕ» повеçĕнчи сăнарсене классификацилесси. (941.99 KB)

Комментарии 0

Чтобы добавить комментарий зарегистрируйтесь или на сайт