Меню
Разработки
Разработки  /  Родной язык и литература  /  Уроки  /  2 класс  /  Разработка урока "Имя прилагательное" на чувашском языке

Разработка урока "Имя прилагательное" на чувашском языке

25.02.2020

Содержимое разработки

Тӗсе пӗлтерекен сăмахсем

Урок тӗллевӗсем:

1) паллӑ ячӗ ḉинчен вӗреннине ḉиреплетесси, тӗсе пӗлтерекен самахсем ḉинчен ӑнлантарса вӗсене тупма хӑнӑхтарасси;

2) ачасен шухӑшлавӗпе пуплевне аталантарасси;

3) сӑпайлӑ пулас туртӑма вӑйлатасси, тирпейлӗхе хӑнӑхтарасси.

Урок юхӑмӗ

  1. Урока йӗркелени.

-Паян пирěн уçă урок, çавна май пирěн патра хăнасем те пур.

Хăнасене сывлăх сунатпӑр.

-Сывлăх сунатпăр, хисеплĕ хăнасем!

-Ларăр.

- Алăсене парта çине хуратпăр.


Акӑ урок пуḉланать,

Пур ача та шӑпланать.

Учителе тимлетпӗр,

Каланине итлетпӗр.

  1. Вӗреннине аса илни.

Доска ḉинче ḉырса тултарман таблица ḉакӑнса тӑрать, ӑна хушса туллилетеḉḉӗ.

- Иртнӗ уроксенче мӗнле пуплев пайӗсене вӗрентӗмӗр? ( япала ячӗ, паллӑ ячӗ, глагол).

- Вӗсен ыйтӑвӗсем мӗнле? Аса илсе калӑр.

- Мӗне пӗлтерет япала ячӗ? ( япалана)

- Глагол? ( япала ӗḉне).

- Паллӑ ячӗ? (япала паллине)

Пуплев пайӗсем

Япала ячӗ

Паллӑ ячӗ

Глагол

кам? мӗн?

мӗнле?

мӗн тӑвать? мӗн турӗ?

Мӗне пӗлтереḉḉӗ?

япалана япала паллине япала ӗḉне




  1. Урок темипе, тӗллевӗсемпе паллаштарни.

Тупмалли юмах тупсăмне тупасси

Ҫичĕ тĕслĕ ҫут хăю

Атăл урлă ывтăнчĕ. (Асамат кеперĕ) (Доска ҫинче асамат кĕперĕн ӳкерчĕкĕ)



-Асамат кĕперĕн миҫе тĕс? (Ҫиччĕ)

Красный – хĕрлĕ

Оранжевый –хĕрлĕ сарă

Жёлтый -сарă

Зелёный - симĕс

Голубой - сенкер

Синий - кăвак

Фиолетовый – кĕрен

- Ҫак сăмахсем мĕне пĕлтереҫҫĕ? (Тӗсе)

- Ачасем, паянхи урок теми мӗнле – ши? (Тӗсе пӗлтерекен сăмахсем)

- Тӗсе пӗлтерекен сăмахсен ыйтăвне кам тавҫăрса илме пултарчĕ ?

- Вĕсем мĕнле пуплев пайĕ пулаҫҫĕ-ши? (Паллă ячĕ)

IV. Ҫĕнĕ материалпа ĕслени

1. Тетрадь ҫинче ĕҫлени Таса та илемлĕ ҫырасси

Ĕ ĕ асамат кĕперĕ

2. Ӳкерчĕксемпе ĕҫлени

- Ачасем, эсир тата мĕнле тӗсе пӗлтерекен сăмахсем пĕлетĕр ? Ӳкерчĕксем катартасси

Сăмах диктанчĕ: Шурă упа, сăрă мулкач, хăмăр упа, ула панда, чăпар чăх, хура кушак,

3. Экран ḉинче ḉырса хунӑ хӑнӑхтарава пурнăҫлани.

- Вулӑр , ыйтусене хуравлӑр. Кашни япали мӗн тӗслине хушса калӑр.

ḉырла (мӗнле?)…хӗрлӗ юр (мӗнле?)…шурӑ

чӑрӑш (мӗнле?)… симес хӗвел(мӗнле?)…ḉутӑ, сарӑ

ḉулḉӑ (мӗнле?)… сар тӱпе(мӗнле?)…кӑвак, сенкер

тӑпра (мӗнле?)… хура упа (мӗнле?)…хӑмӑр

4. Правило вулатпӑр (пӗр ачана вулатармалла).

Кӗнекери 248-мĕш хӑнӑхтарава вуласси.

5. Кану вӑхӑчӗ.

Пӗрре, икке, виḉе, тӑваттӑ – Физкультура тумалла!

5, 6, 7, 8- Пирӗн вӑйлӑ пулмалла!

1, 2, 3, 4 – Физзарядка юрататпӑр,

5, 6, 7, 8 – Пурте харӑссӑн утатпӑр!



6. Кӗнекери 247-мĕш хӑнӑхтарăва пурнӑḉласси.

7. Ушкăнра ĕҫлесси (карточкăсем валеҫсе парса ĕҫлени)Кашни текста доска ҫине тухса тăратса тĕрĕслемелле

Ашă ҫил вĕрет. Симĕс чăрăшсемпе хырсем хуллен хумханаҫҫĕ. Ака сарă хĕвел курăнчĕ.

Тӳпере сарă хĕвел кулать. Шурă юр ирĕлет. Хура вăрман вăранать. Вăл симĕс тум тăхăнать.

Асаттепе атте пĕчĕк йывăҫ вуллине шуратаҫҫĕ. Эпĕ вĕсене пулăшатăп. Шурă улмуҫҫисем таҫтанах курăнаҫҫĕ.

Тавралăха тĕксĕм сăн ҫапрĕ. Хура пĕлĕтсем капланса килчĕҫ. Вăйлă ҫил тухрĕ. Ҫанталăк пăсăлать пулĕ.

Акă шурă хурăнсем курăнса каяҫҫĕ. Вăсен кăтра ҫулҫисем тем ҫинчен пăшăлтатаҫҫĕ.

Валериксен пӳрчĕ умĕнче питĕ илемлĕ. Унта хĕрлĕ, сарă, кĕрен чечексем куҫа савăнтараҫҫĕ.

Пĕр ача кăна ним пулман пек тăвайккинчен ярăнать. Вăл шурă упа пек курăнать.

Уяр ҫанталăк, уҫă сывлăш чуна ҫĕклентереҫҫĕ. Симĕс калчаллă уйсем курăна пуҫларĕҫ. Ыраш калчи лайăх ӳсет.

Хĕрлĕ хăва кăчкă каларнă. Кашни кăтра кăчки сарă чăх чĕппи пек курăнать. Шăршласа пахатăн та – пыл шăрши кĕрет.

8. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕҫлени

Чĕлхи ҫемҫе те

Усал ĕҫ тусан,

Ăшă сăмах ҫавăрать

Усал сăмах ҫилпе вĕҫет

Кахал ҫыншăн ҫĕр кĕске

(ĕҫченĕн кун кĕске, ырă ят илтеймĕн, алли хытă, сивĕ сăмах сивĕтет, ырă сăмах ҫулпа ҫурет)

9. Кластер тăвасси (Фломастерпа ҫырнă сăмахсенчен тумалла)

V. Урока пӗтӗмлетни.

- Мӗнле тӗсе пӗлтерекен сӑмахсене астуса юлтӑр.

- Паянхи урокра мӗн ḉинчен пӗлтӗмӗр?

Килти ӗḉ: 249-мĕш хăнăхтару.

VI. Ачасен ĕҫне хакласси.



































Пуплев пайӗсем

Япала ячӗ

Паллӑ ячӗ

Глагол

кам? мӗн?

япалана

япала паллине

япала ӗḉне

Мӗне пӗлтереḉḉӗ?



-80%
Курсы повышения квалификации

Занимательное искусствознание: как научить школьников понимать искусство

Продолжительность 72 часа
Документ: Удостоверение о повышении квалификации
4000 руб.
800 руб.
Подробнее
Скачать разработку
Сохранить у себя:
Разработка урока "Имя прилагательное" на чувашском языке (26.17 KB)

Комментарии 0

Чтобы добавить комментарий зарегистрируйтесь или на сайт