Меню
Разработки
Разработки  /  Всем учителям  /  Уроки  /  6 класс  /  Глагол ҫинчен вӗреннине аса илесси

Глагол ҫинчен вӗреннине аса илесси

урок - повторение для 6 класса. Слово учителя, выразительное чтение, вопросы-ответы, блог-схема, тесты, словарный диктант, кластер, синквейн

02.11.2018

Содержимое разработки


Глагол çинчен вĕреннине аса илни

Урок тĕсĕ: йăлана кĕмен урок.

Вĕрентÿ тĕллевĕсем: 1. Глаголсен формисем çинчен вĕреннине аса

илсе çирĕплетесси. 2. Тĕрлĕ вăхăтри глаголсемпе усă курас хăнăхусене тарăнлатасси.

Сапӑрлӑх тĕллевĕ: 1. Ĕç пурнӑç никĕсĕ пулса тӑнине ӑша хывма пулӑшасси; коллективизм туйӑмне вӑйлатасси.

Урок эпиграфӗ: Алӑра ĕç пултӑр, пуçра ӑс пултӑр.

Словарь ĕçĕ: Ут, пĕччен пуç, синквейн

Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, илемлĕ вулав, ыйту-хурав, хăнăхтарусемпе ĕçлени, блог-схемӑпа, тестсемпе ĕçлени, тĕрев паллисемпе ĕçлени; сāмах диктанчĕ çырни; ӑмӑрту-вӑйӑ (юрӑ итлесе глаголсене çырса пырасси, ваттисен сӑмахĕсене аса илсе çырасси, предложение членсем тӑрӑх тишкересси, сӑвӑ тата синквейн çырасси, диалог йĕркелесси, кластер тӑвасси);

калаçу-пĕтĕмлетÿ.

Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, карточкăсем, экран, учебник, чечек, çӑлтӑрсем, тĕрев паллисем.

Класа йĕркелесси.

Ĕç: Доска çине пăхатпăр. Хăшě ытлашшине палăртатпăр.

Вулаттăмăр, кайăттăн, юрлакан, çыр, килěпин

Кайăсăн, шутлăп, ташлаççě, тěпчерěм, вěренмелле

  • Панă сăмахсенчен хăшě ытлашши пулчě?

  • Мěншěн?

  • Эпир глаголăн сăпатлă формисем çинчен вěренсе пěтертěмěр-и?Апла пулсан паянхи урокăн теми мěнле пулма пултарать? (ачасен хуравӗ)

  • Тетрадьсене уçатпăр, паянхи числона çырса хуратпăр.

Урок теми: Глаголăн сăпатлă мар формисем çинчен вěреннине аса илесси


Ĕç: Глаголāн блок-схемине доска çинче тӑватпӑр. (Пĕр вĕренекен доска умĕнче блок-схема тунӑ вӑхӑтра ыттисем экран çинчи предложенисене вĕçлеççĕ)

Предложенисене вĕçлĕр

Калаканни ĕç çине мĕнле пăхнине кăтартакан форма – наклонени

Ĕç чăн пулса иртнине, каланă вăхăтра пулса пынине, каланă хыççăн пулассине пĕлтерекен наклонени... - кӑтарту наклоненийĕ

Ĕçе тума хушнине, ыйтнине, асăрхаттарнине пĕлтерекен наклонени... – хушу наклоненийĕ

Пĕр-пĕр ĕç тума ĕмĕтленнине, ĕçе тăвасшăн пулнине, анчах та ĕç тума услови кирлине пĕлтерекен наклонени... – ĕмĕт наклоненийĕ

Калаканни çав ĕçпе килĕшнине, уншăн ĕç результачĕ кирек епле пулсан та пурпĕреххине пĕлтерекен наклонени... – килĕшÿ наклоненийĕ

Глаголăн сăпатсӑр формисем ... - инфинитив, причасти, деепричасти


Вĕрентекен: Халĕ хамӑрӑн пĕлĕве тест тăрăх тĕрĕслесе пăхатпӑр.

Эпĕ сире «Хум» ятлă тест паратăп. Предложенисем вулатăп. Сирĕн хуравĕ тĕрĕс пулсан çÿлелле хумлă йĕр туртмалла, йăнăш пулсан – аялалла.


















Ĕç пулнине çирĕплетсе паракан формӑна ҫуклӑ форма теҫҫӗ. +

Ĕç пулманнине пĕлтерекен формӑна пурлӑ форма теҫҫӗ +

1 сăпатри глагол вӑл калаканни ĕçе хӑй тунине пĕлтерет +

2 сăпатри глагол - хӑйпе калаҫаканни тунине пĕлтерет +

3 сăпатри глагол кам ҫинчен калаҫатпӑр, ҫавӑ тунине пӗлтерет +

Пĕрре иртнĕ вăхăт аффиксĕсем -- -ат(-ет), -атч(-етч),-т(-тч) +

Темиçе иртнĕ вăхăт аффиксĕсем -– -р, -т, -ч. +


Тӗрӗс хуравӗ ҫакӑн пек: (слайд)

















Вĕрентекен: Ачасем, халĕ пĕр-пĕринпе тетрадьсемпе ылмашăнатпăр, пĕр-пĕрин ĕçĕсене тĕрĕслетпĕр.

Теста хакламалли йĕрке:

Пĕр йăнăш та çук – «5»

1-2 йăнăш – «4»

3-4 йăнăш – «3» (слайд)


Доска çинче тунā блог-схемāна ăнлантарни. (Доска умӗнче ӗҫлекен ача блок-схемӑна каласа ӑнлантарса парать). Блок-схема аялта кӑтартнӑ пек пулмалла.

Сăмах диктанчĕ

Ĕмĕтленĕттĕм, юратчăр, хисеплеттĕр, вĕренетчĕ, туслашрāн, каяттăм, вулаччăр, калаттар, туйччăр, шăварттар, ĕçлетĕр, пĕлччĕр.

Ĕçсене пĕр-пĕринпе улăштаратпăр та тĕрĕслетпĕр. (Тĕрĕс çырнā сāмахĕсем экран çинче).

Текстри йăнăшсене тупса тÿрлетĕр.


Анне!

Кун каçа миçе хут каламастăн-ши çав чĕререн тухакан сăмаха! Ирхине

ыйхăран вăраннă-вăранманах ăна чĕнеп:

-Анне!

Йĕри-тавра пăхса куçпа шырап. Курмас, саспа кăшкăрап:

-Анне! Анне! Ăçта эс?

- Кунтах-ха, ачам! — илтеп эпĕ аннемĕн çепĕç те ачаш сассине. Туяп,

вăл тĕпел кукринче. Пĕлсех тăрап. Вăл паян та ирех тăнă. Пире валли апат хатĕрлеть. Кашни ирех çапла.


Физкультминутка: Хĕвел çывāрать (ачасем пуҫӗсене парта ҫине хураҫҫӗ»)

Хӗвел вӑранчӗ (ачасем карӑнса илеҫҫӗ)

Ҫил вӗрсе ячӗ (алӑсемпе хӑласланаҫҫӗ)

Хура мӑн пӗлӗтсем капланса килчӗҫ (алӑсемпе туса кӑтартаҫҫӗ)

Ҫумӑр ҫуса ячӗ (пӱрнесемпе парта ҫинче туса кӑтартаҫҫӗ)

Ҫумӑр чарӑнчӗ (шӑпланаҫҫӗ)

Ҫынсем ӗҫе васкаҫҫӗ.

Эпир те ӗҫе тытӑнатпӑр.


Класа икĕ ушкāна уйāрса ĕçлеттермелле.


Çичĕ çеçкеллĕ чечекĕн çеçкисене пĕрерĕн «татса» пынӑçемĕн вĕсем çине çырнā ĕçсене туса пымалла. Малтан ĕç условийĕсемпе паллаштармалла: ĕç тунӑшӑн –пĕр çӑлтӑр, тепĕр ушкӑнран ӑнӑçлӑрах пурнӑçланӑшӑн –икĕ çӑлтӑр парӑнать, ĕçе тĕрĕс мар тунӑшӑн ачасене çӑлтӑр тивĕçмест.

Пĕрремĕш чечек. Ваттисен сӑмахĕсене аса илсе çырмалла, вĕсенче глаголсем пулмалла. 2 минут хушшинче кам ытларах тата тĕрĕсрех çырать.

Тĕслĕхрен: Кам ĕçлемест, çав çимест;

Пĕрре улталӑн, иккĕ улталӑн, виççĕмĕшĕнче ларса макӑрӑн;

Çиччĕ виç те пĕрре кас;

Иккĕмĕш чечек. „Шӑпчӑк” ятлӑ юрра итлеҫҫӗ те, икӗ ушкӑнӗ те юрӑри глаголсене çырса пырать; ĕçе тĕрĕс пурнӑçланине кура çӑлтӑр тивĕçеҫҫӗ.

Виççĕмĕш чечек. Панӑ аффикспа (1 сӑпат, 3 сӑпат аф-сĕсемпе) усӑ курса тӑватӑ йĕркерен тӑракан сӑвӑ çаври çырмалла. Тĕслĕхрен:

Ирхине ирех тӑратӑп,

Пит-куçа çуса илетĕп,

Шӑлсене те тасататӑп,

Ирхи апата çиетĕп,

Кӑмӑлпах шкула чупатӑп.

Кушак лайӑх пурӑнать,

Хӑйма çиме юратать,

Çывӑрать вӑл кунсерен,

Шӑши тытать каçсерен.


Тӑваттӑмĕш чечек. Хӑвӑр ырӑ ĕçсем тунипе çыхӑнтарса калаçу йĕркелемелле, глаголсен тĕрлĕ формипе усӑ курмалла, пуплев культури палӑрмалла. Тĕрĕс йĕркеленĕ калаçушӑн çӑлтӑр тивĕçет.

Пиллĕкмĕш чечек. Литература ыйтӑвĕ. Глаголӑн формисем пулакан хӑвӑр вĕреннĕ хайлав ячĕсене аса илсе çырмалла. Авторĕсене пĕлмелле.

Улттӑмĕш чечек. Вӑйӑ (Кашни утӑм тумассерен пĕрер глагол каламалла – пурĕ 10 утāм – 10 глагол)

Çиччĕмĕш чечек. Тест ыйтāвĕсем çине хуравлани

Хăшĕ тĕрĕс? Тĕрĕс хуравне калăр.


  1. пиçеттĕм

  2. шăтмастăмăр

в) сÿнтереттĕмĕр

  1. савăнатчĕ



  1. шикленмерĕм

  2. салтаттăн

  3. витлеместĕн

  4. чĕркеттĕм


    1. мухтанаттăмччĕ

    2. пуçтаратчĕ

    3. çĕклетчĕç

    4. витместчĕ


  1. куçмастăмăр

  2. пĕтеттĕмччĕ

  3. каçман

  4. пиçиччен


  1. путаттăр

  2. пусмалла

  3. çĕтмешкĕн

  4. çитместĕр

    1. çитекен

    2. ÿкнĕçемĕн

    3. çулăмланмастчĕç

    4. ыйхăлама


Ушкӑнсем хӑйсене тивĕçнĕ çӑлтӑрсене шутлаççĕ. Хӑшĕн нумайрах – çав çĕнтерÿçĕ шутланать.

Урок эпиграфĕ патне таврӑнни.

- «Алӑра ĕç пултӑр, пуçра ӑс пултӑр» тенине эсир мĕнле ӑнланатӑр?

- Сире паян тĕрлĕ ĕçе пурнӑçлама мĕн пулӑщрĕ? (ачасен хуравӗ)

Паянхи пек, яланах ĕçсене килĕштерсе тӑвӑр, пĕр-пĕрне пулӑшӑр. Ан манӑр: ушкӑнпа темле йывӑрлӑха та çĕнме пулать.

Вĕренекенсен ĕçне хаклани.

Киле ĕç парасси.

Сочинени çырмалла. Тема: «Кайӑк хитре тĕкĕпе, этем хитре ĕçĕпе».

«Глаголсем» темăпа тест ыйтăвĕсене хатĕрлемелле.




-75%
Курсы повышения квалификации

Интерактивные методы в практике школьного образования

Продолжительность 72 часа
Документ: Удостоверение о повышении квалификации
4000 руб.
1000 руб.
Подробнее
Скачать разработку
Сохранить у себя:
Глагол ҫинчен вӗреннине аса илесси (64.34 KB)

Комментарии 0

Чтобы добавить комментарий зарегистрируйтесь или на сайт