Меню
Разработки
Разработки  /  Родной язык и литература  /  Уроки  /  4 класс  /  Викторина "Эп-чаваш ачи"

Викторина "Эп-чаваш ачи"

Викторина рассчитана на детей начальной школы.
24.09.2025

Содержимое разработки

Игра-викторина, подготовленная учителем МБОУ «Янгильдинская СОШ» Полытовой Надеждой Валериановной.


Тĕллев: ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туйăмне вăйлатасси.

Задачăсем: 1. Ачасен чăваш чĕлхипе пĕлĕвне вăйă урлă тарăнлатасси;

2. Чăваш Енĕн паллă çыннийĕсемпе паллаштарасси;

3. Чăваш чĕлхипе тавракурăма анлăлатасси, урока вăйă йĕрки кĕртесси.


Викторина йĕркийĕпе правилисем

Ку викторинăна иккĕн те, ушкăнпа та выляма пулать. Правили питĕ ансат: ушкăн сектор суйлать е кубик пăрахать. Вĕрентекен е ертӳçĕ çав сектортан карточка илсе ыйтăва вуласа парать. Енчен те ушкăн ыйту çине тĕрĕс хуравлать пулсан, карточка вĕсене пулать. Енчен те хуравлаймасан, хăш ушкăнĕ тĕрĕс хурав парать, карточка вĕсене пулать. Çĕнтерӳçĕ- чи нумай карточка пухакан. Паллах, ку викторинăна ирттерме, хатĕрленни лайăх.

1-мĕш сектор: «Чăваш Республики».

Чăваш Республики 1920 çулта йĕркеленнĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ - Чăваш Республикин кунĕ. Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕ тăватă кĕтеслĕ. Ун çинче çутă сарă тата йăмăх хĕрлĕ «уйсем» пур. Варринче- тăван халăхăн авалхи йĕпкĕн хĕрлĕ эмблемисем- «Пурнăç йывăççи» тата «Виçĕ хĕвел».

Чăваш Республикин Патшалăх гербĕ те сарă тата йăмăх хĕрлĕ тĕссенчен тăрать. Герб çинчи хăмла ӳкерчĕкĕ чăваш халăхĕн пуянлăхне тата тăнăç пурнăçне пĕлтерет.

Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕ вăл-«Тăван çĕр-шыв» юрă. Унăн авторĕсем- Герман Лебедев композиторпа Илья Тукташ сăвăçă.

Чăваш Республикин тĕп хули-Шупашкар. Ăна вырăс летопиçĕнче 1469 çулта асăннă.

2-мĕш сектор: «Иван Яковлев».

Иван Яковлевич Яковлева (1848-1930) Чăваш Республикинче çеç мар, Раççейре, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ,сума сăваççĕ. Вăл- чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, хальхи çырулăха никĕслекенĕ. Иван Яковлевич уçнă Чĕмпĕрти (Симбирск до 1924 года, а потом Симбирск переименовали в Ульяновск)чăваш шкулĕнчен чылай паллă çын вĕренсе тухнă.

Вăл Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. Вăл çуралнă хыççăн иккĕмĕш е виççĕмĕш кунне амăшĕ вилсе каять. Чăвашсен ĕлĕкхи йăли тăрăх, çемьере ывăл кирлĕ пулнă. Вăл пулмасан тăванĕсенчен е ют кил-йышран ывăл ача усрава илнĕ. Ивана Пахомовсен кил-йышĕ усрава илнĕ. Иван Яковлевич çакăн çинчен 17 çула çитсен кăна пĕлнĕ.

Кăнна Кушкинче Иван саккăра çитиччен пурăнать. Ун хыççăн ăна Пăрăнтăкри шкула вĕренме яраççĕ. Шкула кайиччен вăл кĕтӳç пулса çӳренĕ. Тем тĕрлĕ ĕç те тума вĕренсе çитнĕ Иван ачаллах: лашапа ана сӳреленĕ( бороновал), утă çулнă, каçсерен лаша çитерме çӳренĕ…

1871-мĕш çулта И.Я.Яковлев вырăс алфавичĕн сас паллийĕсемпе усă курса чăваш алфавитне йĕркеленĕ, чăваш ачисем валли пĕрремĕш букварь пичетлесе кăларнă. Унăн чăвашла пĕтĕмпе 100 ытла кĕнеке тухнă.

3-мĕш сектор: «Тупмалли юмахсем».

4-мĕш сектор: « Хăшĕ ытлашши».

Ку секторти ыйтусене хуравлама кун, уйăх ячĕсене, тĕссене, тăван-хурăнташлăх сăмахĕсене, çулталăк вăхăчĕсене аса илни лайăх.

5-мĕш сектор: « Ваттисен сăмахĕсем».

Ваттисен сăмахĕсене май пур таран уроксенче усă курни питĕ лайăх ĕнтĕ. Тĕрлĕрен ваттисен сăмахĕсемпе ĕçленĕ май, çак викторинăрисене те памалла ачасене. Вĕренекен тĕрĕс хурав парса командăна балл илсе килни ачашăн питĕ паха.

6-мĕш сектор: «Чăваш Республикин паллă çыннисем».

Паллах, кунта каласа памалла анчах мар, фото та кăтартмалла. Кун пек майпа ачасем лайăх астуса юлаççĕ. Викторинăра асăннă паллă çынсене кăна мар, ыттисене те илмелле.

1. Андриян Григорьевич Николаев-Раççейĕн виççĕмĕш космонавчĕ. Вăл 1929 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă. Андриянăн ашшĕпе амăшĕ хресченсем пулнă. Ашшĕ конюхра, амăшĕ дояркăра ĕçленĕ. Çемьере тăватă ача пулнă. 1960 çулта А.Николаева 12 çынран тăракан космонавтсен пĕрремĕш ушкăнне илнĕ. Çак ушкăнран ултă çынна анчах, вĕсен йышĕнче Андриян Григорьевича та, тĕнче уçлăхне вĕçме хатĕрлеме пуçланă.

Андриян Николаев Раççейĕн виççĕмĕш, тĕнчен пиллĕкмĕш космонавчĕ пулнă.

2. Никита Бичурин- китаевед, учёнăй. Вăл 1777 çулта халĕ Шупашкар районне кĕрекен Типнер ялĕнче священник çемйинче çуралнă. 25 çула çитсен Н.Я.Бичурин манаха тухнă, тепĕр 5 çултан ăна Ктиай çĕршывне христиан тĕнне сарма янă. Анчах Никита Яковлевич Китайра наукăпа çеç ĕçленĕ: китай, монгол, тибет чĕлхисене тĕпченĕ, вырăсла-китайла словарь валли материал пухнă, 15 çул иртсен вăл Раççее 7 тоннăна яхăн кĕнекесемпе ал çырусем тиенĕ караванпа таврăннă. Бичурин Азири халăхсен историне, географине, этнографине нумай тĕпченĕ, çакăн çинчен темĕн чухлĕ кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсем тĕнче наукишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.

3. Надежда Васильевна Павлова Шупашкарта çуралнă. Çемьере вăл- саккăрмĕш ача. Ачаранах ташлама юратаканскер çичĕ çул тултарсан хăй тĕллĕнех Пионер çуртĕнчи хореографи кружокне çырăннă. 15 çулта Надежда Павлова Балетмейстерсемпе артистсен пĕтĕм союзри конкурсĕн пĕрремĕш премийĕн лауреачĕ ятне илнĕ.

1984 çулта Надежда Павловăна СССР халăх артисчĕ ятне панă.

4. Николай Ашмарин- XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи чи паллă тюрколог-учёнăй. Вăл, вырăс çынни, 65 чĕлхе пĕлнĕскер, пĕтĕм пурнăçне чăваш чĕлхине тĕпчес ĕçе панă. Унăн чи паллă ăслăлăх ĕçĕ-«Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Словарь чувашского языка». Вăл 17 томран тăрать. Вĕсенче 40 пине яхăн чăваш сăмахĕ. Николай Иванович çак словаре хатĕрлес тесе 30 çул ытла тăрăшнă.

5. Василий Иванович Чапаев (1887-1919)- Граждан вăрçин мухтавлă çар пуçĕ, Будайка ялĕнче çуралнă (халĕ ку вырăн хула варринче). Шупашкарта ăна асăнса палăк лартнă.

6. К.В.Иванов (1890 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕ -1915 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕ)- чăваш сăвăçĕ, чăваш литературин классикĕ, Ĕпхӳ кĕпĕрни, Слакпуç ялĕ. 1908 çулта Чĕмпĕрте «Нарспи» поэмăна пичетленĕ. Сăвăсемсĕр пуçне портретсем ӳкернĕ, скульптурăсем тунă. Юлташĕсем ăна чаш «Леонардо да Винчи» тесе каланă.

7. Вера Кузьминична Кузьмина- Раççей театр актриси. Чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Тăвай районĕн Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă. Чи паллă рольсенчен пĕри- Михетер арăмĕ (К.Ивановăн «Нарспи» тăрăх лартнă, 1979). 1958 çулта Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ, 1967 çулта РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ.



Содержимое разработки



Пирĕн республика хăçан йĕркеленнĕ?


1939

1878

1920


Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕ миçе кĕтеслĕ?

3

4

5


Чăваш республикин Патшалăх ялавĕ çинче мĕнле тĕссем?

çутă сарă тата йăмăх хĕрлĕ

шурă тата кăвак

кăвак тата хĕрлĕ


Чăваш республикин Патшалăх гербĕ мĕнле тĕссенчен тăрать?

çутă сарă тата йăмăх хĕрлĕ

шурă тата кăвак

кăвак тата хĕрлĕ


Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕн ячĕ:

Юратнă çĕр-шыв

Тăван çĕр-шыв

Асран кайми



Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕн композиторĕ:

Анисим Асламас

Герман Лебедев

Фёдор Павлов

Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕн сăмахĕсене çыракан:

Раиса Сарби

Элли Юрьев

Илья Тукташ


Чăваш Республикин кунĕ:

çĕртмен 24-мĕшĕ

акан 12-мĕшĕ

раштавăн 2-мĕшĕ


Вырăс летопиçĕнче Шупашкара миçемĕш çулта асăннă?

1567

1869

1469

Унăн ӳкерчĕкĕсем тăрăх Чăваш Республикин Ялавĕпе гербне хатĕрленĕ. Кам-ши вăл?

Элли Юрьев

Праски Витти

Пётр Чичканов

Урлă ура-утаман.

кашкăр

упа

мулкач

Пуçĕ пур та-çӳçĕ çук,çăварĕ пур та-сасси çук.

автан

ĕне

пулă

Хĕлле-ăшă, çулла-сивĕ.

урам

пӳрт

нӳхреп

Шыва кĕрсен те, типĕ çӳрет.

хур

пулă

шапа

Алăсăр, урасăр-алăк уçать.

кушак

ĕне

çил


Павăлпа Савăл ăмăртса чупаççĕ.

велосипед

йĕлтĕр

коньки


Ăшша тӳсĕ сивве тӳсĕ, патака тӳсеймĕ.

çын

пăр

чӳрече кантăкĕ

Тăватă пĕртăван, тăваттăшĕ та пĕр тан.

пӳрнесем

пиччĕшсем

сĕтел-пукан ури

Сарă тинĕсре карап çӳрет.

комбайн

хĕвел

пулă

Суха тăвать-утă çимест.

лаша

çын

трактор

Иван Яковлевич Яковлев кун -çулĕ:

1848-1930

1715-1795

1848-1924

Иван Яковлев акан 25-мĕшĕнче çуралнă. Вăл кун халь мĕнле кун шутланать :

çăварни

Чăваш чĕлхи кунĕ

Мăнкун

Иван Яковлев:

создал чувашский алфавит

создал чувашскую азбуку и букварь

открывал школы для учителей

Иван Яковлева чикан майри мĕн тенĕ -ши?

Ты создашь чувашский алфавит

Большой человек будешь. Далеко пойдешь…

Ты сделаешь много добра




Шупашкарти педагогика университечĕ кам ячĕпе?

Çеçпĕл Мишши

Константин Иванов

Иван Яковлев





Иван Яковлева шкула миçере пулнă чух янă?

6

7

8

Шкула кайиччен Иван кам пулса ĕçленĕ?

килте ларнă

кĕтӳç пулнă

чашăк-тирĕк çунă


19 çулти каччă гимназие 5-мĕш класа вĕренме кĕнĕ чух миçе экзамен тытнă?

2

5

17

Иван Яковлев миçе кĕнеке çырнă?

15

38

100 ытла

Иван Яковлевăн «Чăваш халăхне панă халал» кĕнекинче «халал» сăмах вырăсла мĕнле куçать?

завещание

пожелание

благословение

Алăра ĕç пултăр…

пуçра ăс пултăр

кĕсьере укçа пултăр

сĕтел çинче çăкăр пултăр

Ача-пăчана мул париччен…

хитре тăхăнтартма каланă

ăс пама каланă

пӳрт лартса пама каланă

Ватта сума сăвакан

нумай çул пурăнать

ачана та юратать

хăй те сумлă пулакан

Хĕвел тухнă чух…

телей валеçеççĕ тет

тăма юрамасть

ĕçе васкаççĕ тет

Çу кунĕ…

хĕле тăрантарать

хăвăрт иртсе каять

ĕç вăхăчĕ

Хĕл … тĕслĕ тет

тĕрлĕ

хĕрĕх

хĕрлĕ


Юр çинче … ан шыра теççĕ

кăмпа

юр

чечек


Çиле хирĕç … каламан

сурма

вĕрме

утма

Ывăл-…вăйĕ

амăшĕн

ашшĕн

кукамăшĕн

Атте-анне пиллĕхĕ … хаклă

ылтăнран

темрен

тĕнчерен


Хăшĕ ытлашши?

çĕмĕрт

юман

арăслан

хурăн

Хăшĕ ытлашши?

тунти кун

çĕртме

юн кун

шăмат кун


Хăшĕ ытлашши?

раштав

кăрлач

çурла

нарăс


Хăшĕ ытлашши?

кашкăр

упа

тăмана

мулкач


Хăшĕ ытлашши?

чакак

вĕлтĕрен

ула курак

çерçи



Хăшĕ ытлашши?

атте

анне

пичче

карчăк


Хăшĕ ытлашши?

ирхине

хĕлле

каçхине

кăнтăрла




Хăшĕ ытлашши?

çĕрле

çулла

кĕркунне

çуркунне



Хăшĕ ытлашши?

юр

çумăр

юхан шыв

çил-тăман



Хăшĕ ытлашши?

сарă

хура

чĕнтĕрлĕ

кăвак






-80%
Курсы повышения квалификации

Порядок организации и проведения деловых переговоров как условие успешной коммуникации

Продолжительность 72 часа
Документ: Удостоверение о повышении квалификации
4000 руб.
800 руб.
Подробнее
Скачать разработку
Сохранить у себя:
Викторина "Эп-чаваш ачи" (317.61 KB)

Комментарии 0

Чтобы добавить комментарий зарегистрируйтесь или на сайт