«Сыв пуллашу шăнкăравĕ» уявăн йĕрки
Уява шкул ачисем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, хăнасем пуҫтарăннă. Зала е урамри тавралăха шарсемпе, плакатсемпе илемлетнĕ.
1-мĕш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ,
хаклă хăнасем, вĕрентекенсем, вĕренекенсем!
2-мĕш ертсе пыракан: Пурне те ăшă салам!
Ма паян йăл кулать сар хĕвел?
Ма паян пит хаваслă тĕнче?
Ма тесен паян пысăк уяв –
Янăрать юлашки шăнкăрав!
Паян пирĕн шкулта - сыв пуллашу шăнкăравĕн уявĕ. 9-мĕш класра вĕренекенсем ачалăх кунĕсемпе, шкул пурнăҫĕпе сыв пуллашаҫҫĕ.
1-мĕш ертсе пыракан: Тăхăр класс камсем пĕтерчĕҫ?
Кам шкулпа сыв пуллашать?
Пĕтĕм шкул сире хавассăн
Ал ҫупса кĕтсе илет!
(9 класра вĕренекенсене, класс руководительне пурте хыттăн алă ҫупса кĕтсе илеҫҫĕ, вĕсем линейкăна хирĕҫ пĕр йĕр ҫине тăраҫҫĕ.)
2-мĕш ертсе пыракан: Пăхăр-ха, мĕнле илемлĕ
Пирĕн каччăсем, хĕрсем.
Ĕмĕчĕсем вĕсен ҫунатлă,
Ялкăшаҫҫĕ куҫĕсем!
1-мĕш ертсе пыракан: Халь, хисеплĕ хăнасем,
Ку шкулти учительсем,
Ашшĕ-амăш, ачасем,
Хамăр уява пуҫлатпăр,
Ҫавăнпа гимна юрлатпăр.
Гимн России,
(Чăваш Республикин гимнĕ янăрать)
2-мĕш ертсе пыракан: Халĕ шкул директорĕ ---------------------сăмах илет,
вăл 9-мĕш класра вĕренекенсене патшалăхăн пĕтĕмлетӳ аттестацийĕне кĕртме ирĕк паракан приказпа паллаштарать.
(Шкул директорĕ вĕренекенсен списокне вулать, чи маттур та хастаррисене грамотăсем парса чыслать, салам сăмахĕ калать. Вĕренсе тухакан ачасем ăна чечек ҫыххисем парнелеҫҫĕ, пурте алă ҫупса саламлаҫҫĕ).
1-мĕш ертсе пыракан: Паян питех те савăнаҫҫĕ
Пирĕн 9-мĕш классем.
Текех шкулта урок ыйтмаҫҫĕ,
Килти ĕҫ парса ямаҫҫĕ.
2-мĕш ертсе пыракан: Паян питех те хурланаҫҫĕ
Пирĕн 9-мĕш классем.
Ачалăхран, шкулран хăпаҫҫĕ,
Темле-ха ют ҫĕрти кунсем.
1-мĕш ертсе пыракан: Кам пире шкула пырсассăн
Тĕрлĕ ăса вĕрентет?
Кам пире тĕрĕс ҫырмашкăн,
Вуламашкăн вĕрентет? (А.Ĕҫхĕл)
2-мĕш ертсе пыракан: Вăл пирĕн пĕрремĕш учитель,
Вăл пирĕн иккĕмĕш анне!
1-мĕш ертсе пыракан: Халĕ 1-мĕш вĕрентекене саламлă сăмах калама чĕнетпĕр.
(1-мĕш вĕрентекен ачасене саламлать, ăнăҫу сунать, яланах ырă ĕҫсемпе кăна палăрма сĕнет. Ачасем ăна чечексем парнелеҫҫĕ)
2 - мĕш ертсе пыракан: Кам тĕлĕкĕнче те
Курать-ҫке пире?
Класри ачасемшĕн
Ҫунать кам чĕри?
Кам пултăр -
Пĕлеҫҫĕ туссем вăл камне
Вăл класс ертӳҫи вĕт -
Иккĕмĕш анне!
(Класс ертӳҫи сăмах илет, ачасене экзаменсене лайăх тытма, килĕшекен професси суйласа илме ăнăҫу сунать)
Класс ертӳҫи: Пĕлӳ тĕнчи - тĕлĕнмелле асамлă,
Вĕҫĕ -хĕррисĕр, тĕпсĕр океан.
Вăл - хĕпĕртӳллĕ, ҫавăнтах - асаплă:
Ĕнер пĕлни пит те сахал паян. (Н.Сандров)
Ан ӳркенĕр, ăслă пулăр,
Пĕлмелли питех нумай.
Шырăр, тупăр, ҫырăр, вулăр,
Ҫивĕчленĕр тĕрлĕ май. (П.Хусанкай)
1-мĕш ертсе пыракан: Ак сăмах илес тет «ҫар»,
Хăрамашкăн кирлĕ мар.
202_ ҫулта 9-мĕш класран вĕренсе тухакансем саламлама васкаҫҫĕ.
мĕш класри ачасем сăвăсем калаҫҫĕ, 9-мĕш класран вĕренсе
тухакансене открыткăсем, чечексем параҫҫĕ)
1 ача: Ай-ай-ай, мĕнле - ҫке пысăк
Курăнатăр ман умра.
Нумайрах пăтă ҫиес-ха -
Ҫитĕнесчĕ хăвăртрах.
2 ача: Пирĕн те ҫапла ӳсесчĕ,
Хăюсем ҫакса ярасчĕ,
Чечек ҫыххисем илсе
Пухăнасчĕ уява.
3 ача: Унччен вăхăчĕ нумай-ха,
9 ҫул вĕренмелле.
Йывăр портфеле ҫакса
Шкула мĕн чул килмелле!
4 ача: Вулама та шутлама,
Кĕнекепе туслашма
Вĕренетпĕр - ҫке шкулта –
Ан пулсам эс хыҫалта.
5 ача: Вăхăт вăл чупать, вĕҫет,
Вăхăт иртни сисĕнмест.
9-мĕш класс ачисем те
Пулнă-ҫке 1-мĕшсем.
6 ача: Халь вĕсем – выпускниксем,
Шкул ятне ҫĕклекенсем.
Сире эпир саламлатпăр,
Ăнăҫу, телей сунатпăр!
7 ача: Ĕмĕте кĕҫ пурнăҫлатăр,
9-мĕш класа пĕтертĕр.
Мăн ҫул сире чĕнет инҫе-инҫе.
Пуласлăх ҫулĕ пултăр ҫутă.
8 ача: Кирек ăҫта сире кĕтеҫҫĕ чыслăн,
Ăс-тăн пухмашкăн, тусăм, ҫанна тавăр.
Ҫĕнĕ туссем тупатăр йышлăн,
Анчах тăван шкула ан манăр!
9 ача: Пĕрисене ҫĕр-шыв лартать
комбайн ҫине.
Теприсене шанса парать
ракетине.
Юратнă шкул, ăс панă шкул,
Эс шан пире:
Сан ыр ятна ямастпăрах
Ҫут тĕнчере. (Н.Сандров)
10 ача: Эпир хастаррăн вĕренетпĕр
Мĕн пур ĕҫре ăста пулма.
Ӳсетпĕр, паттăр ҫитĕнетпĕр,
Килĕшмест пире хыҫа юлма. (Н.Евстафьев)
11 ача: Вĕренÿре те, канура та, пур ĕҫре те
Ăс-хакăл ҫăл куҫ евĕр тапса тăтăр.
Асран ан тухтăр вĕрентекен сăмахĕ :
«Чăн-чăн этем пулмашкăн тăрăшсамăр!»
11 ача: Экзамена хыт хатĕрленĕр,
Кĕнекесемпе те туслă пулăр.
Вулăр, канăр, выльăр, кулăр,
Шпаргалкине ҫырма ан манăр!
12 ача: Ҫу уйăхĕн хĕвеллĕ кунĕнче
Шкулпа эсир сыв пуллашатăр.
Шăнкăравăн уҫă сассипе
Аслă ҫул ҫине тухатăр.
13 ача: Пирĕн лайăх,туслă класс
Сире ыр сунса калать:
1-мĕшсем пурте: Такăр пултăр утма ҫул,
Ҫутă пултăр сирĕн ҫул!
2-мĕш ертсе пыракан: Кам пире ачашшăн
Пăхса ÿстерет?
Чипер ҫын тăвасшăн
Ҫунать чĕререн?
Кам пултăр -
Пĕлеҫҫĕ туссем вăл камне.
Вăл пирĕн телей-ҫке, вăл пирĕн анне!
(Ашшĕ-амăшне сăмах паратпăр)
Фанфара янăрать.
1-мĕш ертсе пыракан: Халь сăмах черечĕ ҫитрĕ
9-мĕшĕсем патне.
Каласа вĕсем пĕлтерччĕр
Ăшĕнчи шухăшсене
(9-мĕшĕнче вĕренекенсем сăмах илеҫҫĕ)
Выпускниксем сӑмах илеÇÇӗ
Выпускник:
Тин-ха шкул ачиччĕ,
Сумка алăра.
Вăхăчĕ чупать-ҫке –
Аслă ҫул умра.
Халĕ вăхăт ҫитрĕ,
Шкулăм, сывă пул!
Ачалăхăм вĕҫленчĕ,
Алă сулса юл!
Выпускник: Пĕлÿ тĕнчи – ман тăван шкул,
Асра вăл пулĕ-ҫке ялан.
Капăрлантăр ҫултан-ҫул,
Чапĕ ÿстĕр кунран-кун!
Кăвар чунран, пур кăмăлтан
Хĕрÿ салам яратпăр,
Пире вĕрентнĕ ҫынсене
Хисеплĕн пуҫ таятпăр!
Выпускник: Ĕҫчен, сăпай пулма ялан
Пире вĕрентнĕ ҫак шкулта.
Манас ҫуках сире нихҫан,
Тавах сире, учительсем! (А.Лукин)
Тавах сире, Вĕрентекен,
Хальччен мĕн чухлĕ ачана
Эсир ҫунат парса ҫĕкленĕ,
Пиртен сире хисеп кăна!
Выпускник: Вĕрентекен! Яту сан чаплă,
Чун-хавалу пуян та аслă,
Ĕҫÿ, чăнах та, пархатарлă,
Вăл ĕмĕр пултăрччĕ - мухтавлă! (Г.Абрамова)
Учителе сума суса
Эпир паян пуҫа таятпăр,
Тавах сире, тавах сире! –
Тесе чечек сыххи паратпӑр!
Юрӑ «Тавтапуҫ сана, учитель».
9-мĕш класра вĕренекенсем учительсене чечексем, открыткăсем парнелеҫҫĕ
(Выпускник) Хисеплӗ___________________!
Сирӗн пурнӑҫ – пирӗншӗн ыр тӗслӗх,
Мухтанатпӑр чӗререн сирпе.
Хурҫӑ пек ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей сунатпӑр.
Пурӑнма сунатпӑр ҫӗр ҫулччен,
Пултӑр сывлӑх мӗн ватӑличчен.
(Выпускник) Хисеплӗ______________________!
Эпир сире шкулти интереслӗ пурнӑÇшӑн, пирӗншӗн тӑрӑшнӑшӑн тав тӑватпӑр!
Сирӗншӗн ҫутаттӑр илемлӗ ҫут ҫӑлтӑр,
Сирӗншӗн ҫӗклентӗр ӑшпиллӗ хӗвел.
Савӑк саркайӑк ҫӗн юрӑ юрлатӑр,
Сунатпӑр сывлӑх та пысӑк телей.
(Выпускник) Хисеплӗ _______________________!
Учителӗн ӗÇӗ пит йывӑр:
Атте те, анне те пулан.
Учителӗн ӗÇӗ пит йывӑр:
Çын ту эс Çынна ачаран.
Сирӗн сывлӑху тӗреклӗ пултӑр,
Ҫӑлкуҫ пек тӑтӑр вӑл тапса.
Телей хӗвелӗ сиршӗн ҫунтӑр,
Ҫапла калатпӑр ыр сунса.
(Выпускник) Хисеплӗ ______________________!
Чăн - чăн çын пулма эсир сĕнни,
Чăвашлăхшăн çунăр тени
Йыхрать малаллах. Ку - чăнни,
Ыр утăм тумашкăн чĕнни.
Сунатăп телей халь сире,
Терт - хуйхă ан пытăр çумне.
Хĕрÿ саламсем çеç сăнӑра
Çутатчăр, ÿстерччĕр чапна.
(Выпускник)Хисеплӗ______________!
Камран килет ӳссе ҫын пуласси,-
Эсир ӑна чунпа туйса ӑнланнӑ.
Ятланӑ та, мухтанӑ та эсир,-
Пире ӑс-тӑн пама-и пулнӑ ҫӑмӑл?
Вӗрентекен! Сӑваплӑ ят!
Парсамӑр ирӗк пуҫӑма тайма.
Эсир чӗртейнӗ чӗремри кӑвар
Çук, чарӑнмӗ нихҫан та ялкӑшма!
(Выпускник)Хисеплӗ _____________________!
Паянхи уяв ячӗпе ӑшӑ тав сӑмахсем йышӑнсамӑр!
Ирсерен хӗвеле кӗтсе илме, шӑнкӑр- шӑнкӑр шыв юххине итлеме, кӑвак тӳпене тинкерме, нумай-нумай ҫул пурӑнма вӑй- хал ҫиттӗр!
Ҫулсем иртни ан кӳтӗр тунсӑх,
Вӑй-халӑр пултӑр иксӗлми.
Сире сунатпӑр ҫирӗп сывлӑх
Тата телей ытам тулли.
(Выпускник)Хисеплӗ __________________!
Вӗрентекен, ӑс паракан!
Ачашӑн аннепе пӗр тан,
Вӗрентнӗшӗн, Çул кӑтартнӑшӑн
ПуÇ таятпӑр пӗтӗм кӑмӑлтан.
(Выпускник)Хисеплӗ ______________________!
Верентмешкӗн вулама,
Шутламашкӑн та Çырма,
Юрлама та ташлама,
Пултаратӑр пит ӑста.
Чун юратнӑ учитель, тавах!
Çын пулма вӗрентнишӗн тавах!
9. (Выпускник) Хисеплӗ _____________________!
Ӑс пани, вӗрентни
Ӗмӗр юлӗ асра.
Ыр сунса ятлани
Йӗр хӑварчӗ чунра.
Ман юратнӑ учитель,
Чӗререн тав тӑвап.
Ӗҫре, пурнӑҫра та
Ырлӑх – сывлӑх сунап.
2.Юрӑ «Çуллахи кунсем иртсен аслӑ сулпала…».
10. (Выпускник)Хисеплӗ ______________________!
Ырă çын нумай пулсан та
Хаклăрах эс вĕсенчен.
Вулама та, шутлама та,
Ырлама та вĕрентен.
Пĕчĕкрен хăнăхтаратăн
Тивĕçе çÿлте тытма.
Анлă çул уçса паратăн
Пурнăçпа пĕр тан утма.
11. (Выпускник)Хисеплӗ !
Физкультура учителӗ, тавтапуÇ сире! Эсир пире спорта юратма вӗрентрӗр, Çӗнтерӳ патне талпӑнма вӑй-хӑват парса тӑтӑр.
Сирӗн сывлӑху тӗреклӗ пултӑр,
Ҫӑлкуҫ пек тӑтӑр вӑл тапса.
Телей хӗвелӗ сиршӗн ÇеÇ ҫунтӑр,
Ҫапла калатпӑр ыр сунса.
12. (Выпускник)Хисеплӗ ____________________________!
Пире 9 ҫул ал-ӗҫе хӑнӑхтарнӑшӑн, илемлӗ ӳкерчӗксем тума вӗрентнӗшӗн чун-чӗререн тав сӑмахӗсем калатпӑр. Эпир Сире ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал, Çемьере телей тата юрату сунатпӑр. Яланах хаваслӑ та кӑмӑллӑ пулӑр.
Тавтапуҫ, вӗрентекенӗм,
Халиччен ҫӗр-ҫӗр ҫынна
Ҫунат парса эсир ҫӗкленӗ.
Пирӗнтен хисеп сире!
13, 14. (Выпускник )Хисеплӗ __________________________!
Тасалӑх тӗнчене ҫӑлса хӑварӗ!
Çакна пӗлет-ҫке кашни шкул ачи.
Тавах сире: шкулта таса та ҫутӑ,
Пур япала та хӑй вырӑнӗнче.
15, 16. (Выпускник) Хисеплӗ _________________________!
Апачӗ тутлӑ, салачӗсем пит сиплӗ.
Аллисем ылтӑн, пит маттур ҫынсем!
Сывлӑх, ӑнӑҫу, телей, вӑй-хал сунатпӑр,
Тав тӑватпӑр , хисеплетпӗр чӗререн.
17. ( Выпускник)Хисеплӗ _________________________!
Кашни кун эсир ҫул ҫинче,
Кашни кун эсир руль умӗнче.
Çумӑр ҫӑвать-и, е ҫил-тӑман-
Телейлӗ ҫул пултӑр сирӗншӗн ялан!
18,19, 20. (Выпускник)Хисеплӗ ___________________________________!
Эсир тӑрӑшнипе шкулта ӑшӑ, ҫутӑ, таса, хӑтлӑ.
Еҫӗрсем яланах
нса, аталанса, вӑй илсе пыччӗр. Иксӗлми телей сунатпӑр сире! Пурнӑр ӗмӗр савӑнса, пурнӑҫ илемне туйса!
Юрӑ «Веренни чул чинче калаттан эссе ыр сунса».
Выпускник: Шкултан миҫе ача тухман-тăр,
Ҫав ушкăнра кам-кам пулман-тăр:
Тухтăр, ҫыравҫă, агроном,
Учитель, токарь, генерал…
Пире ҫĕр-шывăн ҫулĕсем васкатĕҫ,
Ҫитмешкĕн чĕнĕҫ ырă ĕмĕтсем,
Анчах нихҫан та чĕререн тухмаҫҫĕ
Шкулта вĕреннĕ ырă вăхăтсем!
Выпускник: Эпир ĕҫре, вĕренÿре
Ҫÿлтен-ҫÿле хăпарăпăр.
Кĕрешÿре, ҫĕнтерÿре
Тапать маттур хăватăмăр!
Выпускник: - Сывă пул, савнă шкул!
- Сывă пул, савнă класс!
- Кĕҫех эпир санран уйрăлатпăр.
- Кунта вĕреннĕ ҫулсене
Нихҫан-нихҫан асран ямастпăр! (вместе)
Песня Мы всем, кто остался, желаем удачи
2-мĕш ертсе пыракан: Ма паян йăл кулать сар хĕвел?
Ма паян пит хаваслă тĕнче?
Ма тесен паян пысăк уяв –
Янăрать юлашки шăнкăрав!
1-мĕш ертсе пыракан:
- 9 ҫул хушшинче эсир шăнкăрав 20 пин хут янăранине илтнĕ. Ҫак самантра сирĕншĕн вăл юлашки хут шăнкăртатĕ. Итлĕр, итлĕр! Сыв пуллашу шăнкăравĕ янăрать!
(9-мĕш класра вĕренекен арҫын ача 1-мĕш класс хĕр ачине йăтать те, вăл Сыв пуллашу шăнкăравне шăнкăртаттарать, ытти ачасем умĕпе иртсе ҫаврăнаҫҫĕ.)
1-мĕш ертсе пыраканпа 2-мĕш ертсе пыракан пĕрле: Телей те ăнăҫу, лайăх кăмăл та ҫутă кунсем сунатпăр сире, юратнă вĕренсе тухакансем!
(9-мĕш класран вĕренсе тухакансене пурте алă ҫупса ăсатаҫҫĕ.)


Сценарий последнего звонка на чувашском языке (50.66 KB)

