8-мĕш класс 67-мĕш урок Чăваш çăварнийĕ
Хатĕрлекенĕ: Соловьёва Н.А.
чăваш чĕлхи учителĕ
Чăваш çăварнийĕ
- Чăвашсем Çăварние шавлă, хаваслă ирттернĕ. Хăш-пĕр чăвашсем çак уява икĕ эрне паллă тунă, хăшĕ-пĕрисем вара – пĕр эрне. Пĕрремĕш эрне «Аслă Çăварни» ятла пулнă, иккĕмĕш эрне- «Кĕçĕн Çăварни».Христос тĕнне йышăннă хыççăн вырăссемпе чăвашсем Çăварние пĕр вăхăтра ирттерме пуçланă.
- Уява ачасем пуçланă. Вĕсем ирех çунашкапа ярăннă. Пĕрремĕш хут тăвайккинчен аннă чух ачасем катăр вăррисем сапса çапла каланă: «Кăçал йĕтĕнпе кантăр вăрăм пулччăр!»
- Çăварни вăхăтĕнче пурте пĕр –пĕрне икерчĕпе хăналанă. Çамрăксем лашапа ял тăрăх ярăннă, юрланă, ăмăртусене хутшăннă.
- Вырсарни кун Çăварни уявĕ вĕççленнĕ. Ялти çынсем çак кун кăвайт чĕртнĕ. Ун тавра юрланă, ташланă. Кăнтăрла кăвайт çинче Çăварни карчăкне çунтарса янă.
- Çăварни хыççăн Аслă типĕ пуçланнă. Вăл çичĕ эрнене пынă.
Ыйтусене хуравлăр
- Чăваш çăварнийĕ мĕнле иртнĕ?
- Уява камсем пуçланă?
- Ачасем ирех мĕнпе ярăннă?
- Çамрăксем уявра мĕн-мĕн тунă?
- Хăçан кăвайт чĕртнĕ?
- Çăврни карчăкне хăçан çунтарнă?
- Сирĕн хулара Çăварни иртет –и?
- Ăна хăçан ирттереççĕ?
Çăварни юрри
Çӳресе çинçелмен çӳрен ут...
Савнăç, савнăç!
Лар, савни, вĕçтерер пĕрех хут!
Чупту, ытала!
Ытарса илейми чечен ир,
Ямшăк тус, хулленрех хăвала...
Куçпала виçейми çеçен хир...
Киленсе куç хупса иличчен
Лар часрах! Ăш вăркать, ăш çунать...
Ялăм юлнă таçта çитиччен.
Кукалет - çул ыйтать çил çунат.
Тапса сиктĕр маттур çӳрен ут,
Эреветлĕ чаршав пĕлĕтсем
Пăхса юлтăр, ан тив, çичĕ ют.
Уçăлайччăр эпир вĕçнĕçем.
Камăн çулĕ пире хирĕç мар —
Ларкăча тус-йышла сиксе лар!
Шăпăрне çухăртса çил ачи
Чуптăр пирĕнпеле катаччи.
Савнăç, савнăç!
Чупту, ытала!
Тусран тус лайăхрах, çил-тăмак!
Ямшăк тус, хулленрех хăвала...
Ирĕк, ирĕк!..
Тăван, мĕн тăвам?
Киленсе куç хупса иличчен
Ялăм юлнă таçта çитиччен.
Янкăс чун ямшăкла кăтăртса,
Е ярам-и ши-ши! шăхăрса?
Юр ӳкет-и лапка та лапка...
Пурнăç, пурнăç, ытла ан васка!
Тапса сиктĕр маттур çӳрен ут,
Пăхса юлтăр, ан тив, çичĕ ют.
Çамрăк ĕмĕр — самант.
Ун парни —
Камăн çулĕ пире хирĕç мар —
Ларкăча тус-йышла сиксе лар!
Çаварни-çăварни
Çăварние хальхи вăхăтра ирттереççĕ. Ăна февраль вĕçĕче е март пуçламăшĕнче паллă тăваççĕ. Уявра юрăсем юрлаççĕ, ташлаççĕ.
Пурте хăйсен вăйне виçеççĕ.
Уяв вĕçĕче Сăварни кĕлеткине çунтараççĕ.
Ваттисем Çăварни пирки çапла каланă
- Çăварнире сĕтел çинче икерчĕ нумай пулсан çулла хĕвеллĕ пулать.
- Çăварнире шăхличпе шăхăртсан кайăксем хăвăртрах вĕçсе килеççĕ.
- Çăварнире юр нумай çусан çулла кăмпа нумай пулать.
ă


Презентация "Çăварни" (599.97 KB)

