Меню
Разработки
Разработки  /  Прочее  /  Уроки  /  5 класс  /  Ваттисен сăмахĕсем - ăса вĕрентекен сăмахсем.

Ваттисен сăмахĕсем - ăса вĕрентекен сăмахсем.

Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси, ыйту-хурав, ушкăнпа ĕçлесси, текстри ваттисен сăмахĕсене шыраса тупса çырса илесси, вырăс чĕлхинчи ваттисен сăмахĕсемпе танлаштарасси, ваттисен сăмахĕсен пурнăçри выранне палартасси
14.01.2020

Содержимое разработки

Назарова Светлана Михайловна

Тема. Ваттисен сăмахĕсем - ăса вĕрентекен сăмахсем.


Урок тĕсĕ: вĕреннине пĕтĕмлетмелли вăйă урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ: тимлĕ пулма, ушкăнпа ĕçленĕ чухне туслăха хаклама вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: ваттисен сăмахĕсем çинчен вĕреннине çирĕплетесси, ваттисен сăмахĕсен ăса вĕрентеслĕхне ăша хывасси.

Аталантару тĕллевĕ: ваттисен сăмахĕсемпе усă курса шухăшлава, пуплеве пуянлатасси.


Универсалă ĕç-хĕлĕн вĕренÿ результачĕсем:

Предметлă: илемлĕ пуплев ăсталăхне аталантараççĕ, ачасен ăс-тăн ăсталăхне, тавра курăмне аталантарма пулăшаççĕ, хăйсем тĕллĕн шутласа пĕтĕмлетÿ тăваслăхне аталантараççĕ; вĕренекенсем ваттисен сăмахĕсен пурнăçри вырăнне, вĕсем кĕскен те вырăнлă ăса вĕрентсе каланине ăша хываççĕ.

Метапредметлă:

Харкамлăх ачасем хăйсен пĕлÿ шайне хак параççĕ, хăйсем мĕн пĕлнипе начартарах пĕлнине асăрхаççĕ, аванрах вĕренме тăрăшаççĕ.

Пĕл-шыравачасем хăйсен пĕлĕвĕн шăнăрне çирĕплетеççĕ, хăйсен шухăшне тĕрĕс йĕркелесе калама хăнăхаççĕ, итлеççĕ, вулаççĕ, пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ.

Ĕçйĕркелÿ –хăйсен ĕçĕн результачĕ патне çитме ĕçе планласа йĕркелесе пырас хăнăхăва аталантараççĕ, йăнăшĕсене асăрхаса тÿрлетме тăрăшаççĕ.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси, ыйту-хурав, ушкăнпа ĕçлесси, текстри ваттисен сăмахĕсене шыраса тупса çырса илесси, вырăс чĕлхинчи ваттисен сăмахĕсемпе танлаштарасси.

Пуплеве аталантарасси: илемлĕ вулав, учитель ыйтăвĕсене хуравлани, тулли хурав.

Кирлĕ хатĕрсем: презентации, компьютер, проектор, карточкăсем, тĕрлĕ тĕслĕ маркерсем, тĕрлĕ тĕслĕ стикерсем, А4 хут листисем( шуррисем-6, тĕрлĕ тĕслисем-6), «Чăваш халăх сăмахлăхĕ»3-мĕш том.


Урок юхăмĕ.

Класа йĕркелесси.

1.Урок темине пĕлтерни

Сирĕн умра пĕчĕк калав «Пĕррехинче пĕр çын тем те пĕлекен нумай пурăннă çынна тĕл пулнă. Çак ватă çын тем те пĕлнине ĕненесшĕн пулман вăл, çавăнпа та аллипе лĕпĕше хупланă та унран çапла ыйтнă: « Кала-ха, ăслă çыннăм, манн алăри лĕпĕш чĕрĕ-и?» Хăй вара ăшра çапла шутланă: « Чĕрĕ тесе калать пулсан эпĕ лĕпĕше вĕлеретĕп, чĕрĕ мар тет пулсан –эпĕ ăна вĕçтерсе яратăп.»

Ватă çын кăштах шутласа илнĕ те çапла хуравланă: «Пĕтĕмпех санăн аллунта.»


-Ачасем пянхи урок мĕнле иртесси те пĕтĕмпех сирĕнтен килет, эпĕ эсир туслă, пĕр- пĕрне итлесе пулăшса, активлă ĕçлессе шанатăп.

Экран çинче темĕнле предложении пытаннă, мĕн тесе çырнă-ши унта

(«ренпĕлÿ хаклă лăхпур куç»)

-Мĕнле шутлатăр, мĕн çинчен калаçăпăр-ши эпир паян?


Паянхи урокра эпир ваттисен сăмахĕсем çинчен калаçăпăр. Икĕ ушкăна пайланса ваттисен сăмахĕсем çинчен вĕреннине çирĕплетсе пырăпăр.


2. Тĕп тапхăр.

1)Сирĕн партăсем çинче ваттисен сăмахĕсем, вĕсене тĕрлĕ ушкăнсем çине пайласа хăйсен арчисене тĕрĕс суйласа хумалла. (коробкăсем çине ваттисен сăмахĕсен ушкăнĕсен ячĕсене çырнă)

Ваттисен сăмахĕсен

ушкăнĕсем

• Тăван çĕр-шыв

• Ĕç, ĕçе юратасси

• Туслăх

• Вĕренÿ

• Атте-анне

• Çулталăк вăхăчĕсем

• Выльăх-чĕрлĕх. Кайăк-кĕшĕк т.ыт.те

Пĕтĕмлетÿ: ваттисен сăмахĕсене шухăшĕ тăрăх мĕнле ушкăнсем çине пайлама пулать?......


2) Эпир сирĕнпе кăçал тĕрлĕ хайлавсем вуланă, вĕсенче ваттисен сăмахĕсем сахал мар. Мĕнле шутлатăр, мĕншĕн авторсем хăйсен калавĕсенче ваттисен сăмахĕсене усă кураççĕ?

Халĕ çакăн пек ĕç пулать: 97-100 страницăсенче (çĕнĕ кĕнекепе) ваттисен сăмахĕсем тĕл пулаççĕ, сирĕн вĕсене çак листасем çине çырса илмелле, кам нумайрах тупать?(вăхăт 2 мин.).(Çырса пĕтерсен Доска çине магнитсемпе çыпăçтараççĕ, илемлĕн вуласа параççĕ. )

Мĕншĕн писательсем хăйсен хайлавĕсенче ваттисен сăмахĕсене усă кураççĕ?...


3)Ваттисен сăмахĕсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантарса пани.

Кашни ушкăн черетпе пĕрер ваттисен сăмахĕ туртса кăларать, унăн пĕлтерĕшне ăнлантарса парать.Пĕтĕпе кашни ушкăна 4-шар ваттисен сăмахĕ.

1

Кам нумай вулать, çав нумай пĕлет.

/ç вăл-пурнăç илемĕ.

/çне тумасăр ан мухтан.

Суяпа инçе каяймăн.

2

Пĕлесси йывăр-пĕлсен çăмăл.

Пĕрре улталăн, иккĕ улталăн, виççĕмĕшĕнче ларса макăрăн.

Ватти ăс памасăр ĕç ăнмасть.

Вĕреннине çĕклесе çÿремелле мар.


Пĕтĕмлетÿ: Ваттисен сăмахĕсем пĕтĕмĕшле мĕне вĕрентеççĕ?...


4)Ушкăнсем пĕр-пĕрне ваттисен сăмахĕсене епле пĕлнине тĕрĕслеççĕ. 3-шер ваттисен сăмахĕ.Малтан 1 ушкăн ваттисен сăмахĕсен пуçламăшне вулать, 2 ушкăн вĕçлет. Кайран çавăн пекех 2 ушкăн ĕçлет.


Ăшă салатать, сивĕ пуçтарать

Сивĕ яшка сивĕтмест, сивĕ сăмах сивĕтет

Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр

Кахалшăн çĕр кĕске, ĕçченшĕн кун кĕске

Уй куçлă, вăрман хăлхаллă

Ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен

Пĕтĕмлетÿ: ваттисен сăмахĕсем ытларах чухне миçе пайран тăраççĕ?...


5) Пур халăхăн та ваттисен сăмахĕсем пур. Вырăс чĕлхинче те вĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Сирĕн умра вырăс чĕлхинче тĕл пулаканнисем, сирĕн вĕсен чăвашла варианчĕсене е пĕлтерĕшĕ тăрăх çывăхраххисене аса илмелле.


1.Что посеешь, то и пожнешь

2.Не дели шкуру неубитого медведя.

3.И стены уши имеют

4.Сколько волка не корми, он все в лес смотрит


Пĕтĕмлетÿ: Мĕнле шутлатăр, тĕрлĕ халăхсен ваттисен сăмахĕсем мĕншĕн пĕр пекрех шухăшлă-ши?..


4. Паян эсир хăвăра ĕçленĕшĕн мĕнле паллăпа хаклатăр: «5» пулсан хĕрлĕ çаврашкасем илетĕр, «4»-кăвак çаврашка, «3»-симĕсси.



5.Рефлекси.

Çапла вара, пĕтĕмлетсе ваттисен сăмахĕсем мĕн тума кирлĕ-ши çынсене, пире, шкул ачисене?...

Манăн тата çакăн пек ыйту пур: сирĕн кукамай-кукаçи, асатте-асанне пур-и? Вĕсем сире ăса вĕрентеççĕ, паллах, тĕрлĕ канаш парса нумай пулăшаççĕ. Манăн сире вĕсне яланах итлеме, юратма, пулăшма сĕнес килет, вĕсем вĕрентсе калакан сăмахсене ас туса юлма ыйтас килет.


6. Киле ĕç.1) ваттисен сăмахĕпе пĕтекен пĕчĕк калав çырма е 2) пĕр ваттисен сăмахĕ тăрăх ÿкерчĕк хатĕрлеме.


Сире пурне те паян урокра тăрăшса ĕçленĕшĕн тав сăмахĕ калатăп, эпĕ сирĕнпе питĕ кăмăллă. Сире урок килĕшрĕ-и?














Мăн Шетмĕ шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Назарова Светлана Михайловна «Ваттисен сăмахĕсем-ăса вĕрентекен сăмахсем» темăпа 5 класра ирттермелли урок планĕ.




Урок тапхăрĕ

сем

Вĕрентекен

ĕçĕ

Вĕренекен-

сен ĕçĕ

Усă курнă мелсемпе меслетсем

Универсаллă вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ (УУД)

Класа йĕркеле

ни

Хăйĕнпе паллаштарать

Тимлĕ итлеççĕ, ĕçлеме хатĕрленеççĕ



1. Урок темине палăртни, пĕлтерни

Экран çинче темĕнле предложении пытаннă, мĕн тесе çырнă-ши унта

(«ренпĕлÿ хаклă лăхпур куç»)

-Мĕнле шутлатăр, мĕн çинчен калаçăпăр-ши эпир паян?


Ачасем экран çинчи ваттисен сăмахне тĕрĕс вулаççĕ

Учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, калаçу

Панă ваттисен сăмахне тĕрĕс вуласа урок темине хăйсемех палăртма тăрăшаççĕ.

2. Тĕп тапхăр.

1) партăсем çинче ваттисен сăмахĕсем, вĕсене тĕрлĕ ушкăнсем çине пайласа хăйсен арчисене тĕрĕс суйласа хумалла. (коробкăсем çине ваттисен сăмахĕсен ушкăнĕсен ячĕсене çырнă).Кашни ĕçĕн вĕçĕнче пĕтĕмлетÿ тумалли пирки асăрхаттарать

партăсем çинчи ваттисен сăмахĕсене тĕрлĕ ушкăнсем çине пайласа хăйсен арчисене тĕрĕс суйласа хураççĕ

Шырав, ыйту-хурав

пĕр-пĕринпе хутшăнса, пĕтĕмлетÿсем туса тĕрĕс хурав тупаççĕ, ушкăнпа ĕçлес хăнăхăва аталантараççĕ


2) Эпир сирĕнпе кăçал тĕрлĕ хайлавсем вуланă, вĕсенче ваттисен сăмахĕсем сахал мар. Мĕнле шутлатăр, мĕншĕн авторсем хăйсен калавĕсенче ваттисен сăмахĕсене усă кураççĕ?

Халĕ çакăн пек ĕç пулать: 97-100 страницăсенче (çĕнĕ кĕнекепе) ваттисен сăмахĕсем тĕл пулаççĕ, сирĕн вĕсене çак листасем çине çырса илмелле, кам нумайрах тупать?(вăхăт 2 мин) Кашни ĕçĕн вĕçĕнче пĕтĕмлетÿ тумалли пирки асăрхаттарать


Ачасем хурав хатĕрлеççĕ

Çырса пĕтерсен Доска çине магнитсемпе çыпăçтараççĕ, илемлĕн вуласа параççĕ.

Ыйту-хурав, шырав

Ыттисене итлес хăнăхăва, харпăр хăй шухăшне тĕрĕс йĕркелесе калама пĕлни

кĕнекерен кирлĕ вырăнсене тупса çырса илме пĕлни



3)ĕçĕн условипе палаштарать

Кашни ĕçĕн вĕçĕнче пĕтĕмлетÿ тумалли пирки асăрхаттарать

Кашни ушкăн черетпе пĕрер ваттисен сăмахĕ туртса кăларать, унăн пĕлтерĕшне ăнлантарса парать

Ушкăнпа ĕçлени

харпăр хăй шухăшне тĕрĕс йĕркелесе калама пĕлни, пĕр-пĕрне итлени


4)ĕçĕн условийĕпе паллаштарать

Кашни ĕçĕн вĕçĕнче пĕтĕмлетÿ тумалли пирки асăрхаттарать

Ушкăнсем пĕр-пĕрне ваттисен сăмахĕсене епле пĕлнине тĕрĕслеççĕ. 3-шер ваттисен сăмахĕ.Малтан 1 ушкăн ваттисен сăмахĕсен пуçламăшне вулать, 2 ушкăн вĕçлет. Кайран çавăн пекех 2 ушкăн ĕçлет.

Илемлĕ вулав, сăнарлă сăмах çаврăнăшĕсемпе усă курни

Ушкăнпа ĕçлес хăнăхăва аталантараççĕ, пĕтĕмлетÿ тăвас хăнăхăва аталантараççĕ.


5) Пур халăхăн та ваттисен сăмахĕсем пур. Вырăс чĕлхинче те вĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Сирĕн умра вырăс чĕлхинче тĕл пулаканнисем, сирĕн вĕсен чăвашла варианчĕсене е пĕлтерĕшĕ тăрăх çывăхраххисене аса илмелле.



вырăс чĕлхинче тĕл пулакан ваттисен сăмахĕсен чăвашла варианчĕсене е пĕлтерĕшĕ тăрăх çывăхраххисене аса илеççĕ

пĕрин хыççăн тепри илемлĕ вулани, çыхăнуллă хурав пани

Вырăс чĕлхинчи ваттисен сăмахĕсене чăвашлисемпе танлаштарма пĕлес хăнăхăва аталантараççĕ

3.Ачасен ĕçне хаклани.

Ачасене хăйсен ĕçне хакламалли йĕркепе паллаштарать

Çаврашкасемпе хăйсен пĕлĕвне хаклаççĕ: «5» пулсан хĕрлĕ çаврашкасем илетĕр, «4»-кăвак çаврашка, «3»-симĕсси.



Хăйсене хаклас ăсталăха

4.Пĕтĕмлетÿ(рефлексии)

Çапла вара, пĕтĕмлетсе ваттисен сăмахĕсем мĕн тума кирлĕ-ши çынсене, пире, шкул ачисене?...

Хуравсем параççĕ

Ыйту-хурав,

Шухăша пĕтĕмлетме пĕлнине аталантарасси

6. Киле ĕç.

1) ваттисен сăмахĕпе пĕтекен пĕчĕк калав çырма е 2) пĕр ваттисен сăмахĕ тăрăх ÿкерчĕк хатĕрлеме

Килĕ

шекен ĕçе суйлаççĕ.






-75%
Курсы повышения квалификации

Современные педагогические технологии в образовательном процессе

Продолжительность 72 часа
Документ: Удостоверение о повышении квалификации
4000 руб.
1000 руб.
Подробнее
Скачать разработку
Сохранить у себя:
Ваттисен сăмахĕсем - ăса вĕрентекен сăмахсем. (82.5 KB)

Комментарии 0

Чтобы добавить комментарий зарегистрируйтесь или на сайт