,Мăн кун-çуркуннехи çěнě çул уявě
Эпиграф: «Калăм- каялла, мăн кун- малалла»
Хăнасене алăкра кил хуçисем кěтсе илеççě.
Хěр ача Килěр, иртěр, тěпеле, хаклă хăнасем!
Арçын ача Ырлăх, сывлăх , телей сунатпăр сире!
Хěр ача Сире хапăл туса кěтетпěр.
Арçын ача Сирěнпе мăн кун уявне пуçлас тетпěр.
Хěр ача Мăн кун уявне хатěрленсе
Пысăк чанпа сăра турăмăр,
Арçын ача Пыл куркипе пыллантартăмăр ,
Çăмарта хěретсе хатěрлерěмěр.
Килнě хăнасем класа кěрсе вырнаçса тăраççě
Хěр ача Уява пурте хатěрлентěмěр. Пÿрт-çурта çуса тасатрăмăр.Кил-çурта тěрě- эрешпе капăрлатрăмăр. Сěтел хатěрлерěмěр.
Кил хуçи Мăнкун тасалăха юрататать «Япали саплăклă пулсан та шурă пултăр»,- тет Мăн кун.
1 ача Паянхи уявра пурте таса шурă кěпесем тăхăнтăмăр. Чăваш хěр арăмě чи хитре çи- пуçне тăхăннă .Акă ун çийěнче: таса шурă катан пир кěпе, саппун, тěрěллě тутăр, мăй çыххи, тенкě çакнă.Урара атă.
2 ача Арçын тумě те капăр мăн кунта. Вăл тěрěллě шур кěпе , хура шăлавар, атă тăхăннă, пилěкре ярапаллă пиçиххи.
3 ача Паян эпир хěвел тухнине курма ирех тăтăмăр.Ялтан мал еннелле выртакан тăв айккинелле чупрăмăр
4 ача Хěвел тухнине курма пирěнпе ваттисем те тухрěç.Пěлетěр-и, пире вěсем халап та ярса кăтартрěç.
5 ача Чăнах та. Ěлěк -авал хěвеле Вупăр тапăннă та пěлěт çинчен леш тěнчене туртса антармах пуçланă. Хěвел куллен сахалрах та сахалрах курăнма пуçланă.
6 ача Вара чăваш паттăрěсем пухăннă та хěвеле хăтарма кайнă.Çичě талăк çапăçнă паттăрсем Вупăр янă усал-тěселсемпе.Юлашкинчен çавах çěнтернě Вупăрě хăй те аран кăна Шуйттан патне тарса çăлăнса юлнă.
7 ача. Паттăрсем вăйсăрланнă хěвеле тěрěллě сěлкě çине хунă та çÿллě ту Тăррине илсе хăпарнă,Унтан çав ту çинче ларакан йывăç тăрне улăхнă та хěвеле пěлěт çине хывнă.
8 ача Вара хěвел амăшě чупса пырса ывăлне чěрçи çине илнě, кăкăр сěчě панă.Вара хěвеле вăй кěнě, вăл йăлтăр кулса янă та кěленче пěлěт тăрăх чупса ташласа кайнă.
9 ача Ирхине паян пěлěтлěччě. Эпир хěвеле такмак каласа йыхăртăмăр.
Ачасем ура çине тăраççě,
Тух,тух, хěвел, тух , хěвел,
Кăвак пěлěте тух, хěвел.
Шанкăр уяр ту , хěвел.
Ачу-пăчу шăнса кайрě,
Аслăк çине илсе хур,
Çине çитти витсе яр.
Хěрлě кěпе тăхăнтар,
Хěрлě тутăр çыхса яр.
Алла хěрлě маття пар,
Хěрли—сана, шурри—мана
10 ача Чăнах та, çакăн хыççăн хěвел кулса ячě. Сывлăхлă пулас тесе, шăм-шак çăмăл пултăр тесе пěр-пěринпе кěрмешрěмěр, çěр çине выртса йăвалантăмăр
11 ача Хěвел ташласа тухнă вăхăтра ваттисем пирěн çине тырă, хăмла сапрěç.
Кил хуçи Хěвел тухнине курса килекен ачасем киле-çурта ăнăçу-телей кÿреççě теççě. Пирěн пата та кěрсе тухаççě пулě-ха вěсем.
Алăкран шаккаççě, икě арçын ачапа хěр ача кěрсе тăраççě
Арçын ача Килте пур-и хуçисем? Пирěн килме юрать-и?
Хěр ача. Пире хапăл тăватăр-и?
Хуçисем(арçын) Килěр, килěр ачасем,пирěн кěтнě хăнасем.
Ачисем(арçын ача) Ну, хуçасем, мěн паратăр?
(хěр ачи) Витре çурă сăра,чăкăт çурă чăкăт, çăмарта çурă çăмарта кирлě пире.
Кил хуçи арăмě Килěрех , ачамсем. Кăçалхи çул выльăх-чěрлěх ăнать пулě-ха пирěн. Анюка çитар çине лартас-ха , выльăхсем тына-путек туччăр, Петюкпа Ванюка та çитар çине лартас-ха, Выльăхсем вăкăр-така туччăр.
Кил хуçи Ачасем, эсир шăп ларăр. Тěк лармасан чěп тухмасть, хур-кăвакал пусма лармасть. Мăн кунăн тутлă апачě вăл – илемлě те техěмлě çăмарта.Хěрлě тěс- савăнăç палли, этемлěх чěрěлнине пěлтерет
Кил хуçи арăмě Хаклă хăнасем, ачасем, сире пурне те ырă сунса сěтел хушшине ларма чěнетпěр. Мăн кунăн ятлă апачě- кулич.Çак тутлă çăкăра пурин те тутанса пăхмалла. Хěвеле хăтарнă куна чысласа хěрлě çăмарта çийěпěр. Мăн кун апат-çимěçне ас тивсе пăхар.
Кил хуçи Çăмартана хире-хирěç çаптармалла паянхи кун.Хăшěн çěмěрěлмест, çав нумайрах пурăнать. Тен, сирěнтен пěри çěр пилěк çул пурăнě, тепри- çěр ултă çул.
Пурте çăмарта, кулич çиеççě, апат- çимěç тутанаççě.
Вěрентекен Малтан çăмартана турă кěтессине хумалла. Вăл пушартан , инкек-синкекрен сыхлать.
Иккěмěш çăмартана тырă тăрăх кустармалла, тырă-пулă ăнса пултăр тенě.
Çăмарта хуппине кăларса пăрахмалла маар,пěрремěш суха кассии айне хумалла.
Сěтел хушшинче ал-урана сулласа лармалла мар, хур- кăвакал чěп тухиччен йăвара лараймасть.
Мăн кунта ятлаçма юрамасть, çул талăкěпех хирěçÿллě пулать.
Килěшÿпе, çураçупа пурăнар. Пěр-пěрне ырлăх-сывлăх сунар.Сире пурне те хěвелтен –ăшă, çěртен –ырлăх-пурлăх, шывран тасалăх çиттěр.Мăн кунта пур çěрте те «Христос чěрěлнě! Чăн чěрěлнě!» тесе пурте савăнаççě, ыталаса чуптăваççě. Пěр-пěрне мăйăр- хěвел çаврăнăшпа хăналаççě.Çак çимěçпе кил хуçисем пире те сăйлама кăмăл тăваççě
Кил хуçисем мăйăрпа хěвел çаврăнăша хăнасене валеçеççě
Хěр ача Тавах сире ырă сунса кěтнěшен, сěтел тавра лартнăшăн.
Арçын ача Мăн кун парни панишěн.
Хěр ача Халě чуччу ярăнма каяр, айтăр пирěнпе пěрле.
Хăнасене ăсатни
.

Методическая разработка- сценарий "Пасха" (22.4 KB)

